Чӑваш Енри ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне ӗнер Михаил Игнатьев Элтепер Министрсен Кабинечӗн пайташӗӗсемпе тата федераци службисен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура пӑхса тухнӑ.
Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов 11 уйӑхри тӑрӑма тишкернӗ май ҫул-йӗр ҫинчи инкексен шучӗ чакнине палӑртнӑ. Инкеке пула ҫынсем пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ тӗслӗхсен шучӗ те пӗчӗкленнӗ.
Министр ятарлӑ службӑсем ҫулсене хӑрушсӑрлӑх виҫисене пӑхӑнса тӗпрен юсанине асӑннӑ май условисем лайӑхланнине каланӑ. Ҫул-йӗре яваплисем вӑхӑтра тирпейлесе тасатса тӑраҫҫӗ-мӗн, видосӑнавсем вырнаҫтарни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Сӑмах май, ун пеккине пурӗ 149 комплекс вырнаҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫарса ҫӳремелли «Арена» прибор — 36.