Экономика
![]() «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнчи йывӑр лару-тӑру пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Унӑн Вӑрмарти филиалӗнче шалу илеймен водительсем иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче забастовка тунӑччӗ, каярах предприятие хупнӑччӗ. «Чӑвашавтотранс» пуҫлӑхне суйламалли конкурс ҫывӑх вӑхӑтра иртмелле. Чӑваш Енри тӳре-шара республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин предприятийӗ шутланакан «Чӑвашавтотранса» сыватасси ҫинчен шухӑшлать. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ маршрутсемпе турттарма тата автотранспорт туянма хыснаран ҫулсерен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Патшалӑх енчен чылай пулӑшсан та унта укҫа-тенкӗпе экономика енчен йывӑр лару-тӑру сиксе тухнӑ: тупӑш курасси иртнӗ ҫул унчченхинчен 5,6 процент сахалланнӑ, пассажирсене турттарасси юлашки тӑватӑ ҫулта 22 процент чакнӑ. Куншӑн предприятин менеджментне ӳпкелеҫҫӗ. Михаил Игнатьев Элтепер ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине, Юстици министерствине, Экономика министерствине предприятине финанс тӗлӗшӗнчен сыватмалли план хатӗрлеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |