Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Министр тилхепине тыттарнӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Вика Сорокина 07.02.2017 15:59 | 1448 хут пӑхнӑ
Политика
Транспорт министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Алексей Тимофеев
Транспорт министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Алексей Тимофеев

Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗнче 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ Михаил Резников ӗнер ку пукансӑр юлчӗ. Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савута ертсе пынӑ ҫав ҫын министртан хӑтарма ыйтса хӑй заявлени ҫырнӑ тесе калаҫакансем те пур. Михаил Игнатьев Элтепер нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче алӑ пуснӑ Хушура ун пирки нимӗн те шарламан.

Паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Алексей Тимофеева шаннине ҫирӗплетекен йышӑну тунӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Законодательство» баннерта вырнаҫтарнӑ. Алексей Вячеславович ведомствӑра министр ҫумӗ пулни паллӑ. Ҫапла вара ӑна министр тилхепине вӑхӑтлӑха тыттарнӑ.

#политика, #ӗҫ вырӑнӗсем, #тӳре-шара, #хушусем, #Элтепер, #Транспорт министерстви, #ҫул-йӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Транспорт министрӗ ял хуҫалӑх министрне пулӑшӗ
2016, 11, 17
Ҫутҫанталӑк министрне Коршунова лартнӑ
2016, 11, 24
Наркотикпе кӗрешнисем ҫул-йӗр юсаҫҫӗ
2017, 02, 05
Ӗҫ эрни тилхепесӗр юлнинчен пуҫланнӑ
2017, 02, 06
Евгений Барсукова ҫул-йӗр тума шанмаҫҫӗ
2017, 02, 07

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org