Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +33.0 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Культура: Иккӗмӗш классем ҫур ӗмӗрти поэтпа курнӑҫнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 21.01.2018 11:41 | 797 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн таврапӗлӳлӗх тата наци литературин пайӗнче Светлана Гордеева поэтӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.

Вулавӑш «Юбиляры года» (чӑв. Ҫулталӑкри юбилярсем) ярӑмпа мероприятисен ярӑмне йӗркелеме палӑртнӑ. Светлана Гордеевӑпа тӗл пулма Шупашкарти 17-мӗш шкулти 2-мӗш класра вӗренекенсене йыхравланӑ.

Светлана Денисовна Гордеева — поэт ҫеҫ мар, художник, журналист. Вӑл 1968 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Комсомольскинче ҫуралнӑ.

Ачасем Денис Гордеев ҫыравҫӑн хӗрӗ сӑвӑ ҫырма хӑҫан пуҫланипе кӑсӑклансах паллашнӑ. Пӗрремӗш сӑввисене «Молодежный курьер» хаҫатра пичетленӗ. 2004 ҫулта «Литературная Чувашия» журналта унӑн сӑввисен суҫлӑ ярӑмӗ кун ҫути курнӑ. «Хаваслӑ карусель=Веселая карусель» сӑвӑсен пуххи 2012 ҫулта республикӑри конкурсра чи вуланакан кӗнеке ҫӗнтернӗ.

#ачасем, #вулавӑшсем, #ҫыравҫӑсем, #культура, #Комсомольски, #тӗлпулусем, #Комсомольски районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvrdub.ru/head.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Каҫал тӑрӑхӗнче — «Янра, чӑваш сӑмахӗ» фестиваль-конкурс
2017, 02, 16
Информаци политикин министерствинче «Капкӑн» шӑпине сӳтсе явнӑ
2017, 05, 11
Чӑваш юнӗллӗ Эстони ҫыравҫи Шупашкара килет
2017, 08, 16
Чӑваш Енри ачасен концертне ҫӗршыв Президенчӗ пырса курнӑ
2017, 12, 28
Ачасемпе Элтепер сӗтел хушшинче сӑйланнӑ
2018, 01, 11

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org