Культура
![]() «Капкӑн» журналӑн редакторӗ Николай Ишентей Паян Чӑваш Енри хӑш-пӗр ҫыравҫӑпа журналист Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче «Капкӑн» журнал шӑпине сӳтсе явнӑ. 2017 ҫулхи иккӗмӗш ҫурҫултан, министерство пӗлтернӗ тӑрӑх, журнала «вӑхӑтлӑха кӑларма пӑрахӗҫ». Ансат мар йышӑнӑва «Капкӑна» кӑларса тӑракан «Хыпар» издательство ҫурчӗн коллективӗ йышӑннӑ. Журнал кашни кварталтах укҫа-тенкӗ енчен пысӑк тӑкак кӳрет иккен. Журналӑн аудиторине упраса хӑварас тесе «Тӑван Атӑл» журналта ятарлӑ полоса евӗр кун ҫути кӑтартма шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Хальхи вӑхӑтра «Капкӑн» 1200 экземплярпа тухса тӑрать. Александр Иванов министр журнала хупиччен тепӗр хутчен лайӑх шухӑшласа пӑхма сӗннӗ. Кӑларӑмра вӑл анекдотсем вырӑнне фельетонсем, сатирикӑлла статьясем тата ҫивӗч карикатурӑсем кирлине палӑртнӑ. Тӗлпулура литература журналӗсене уйрӑм редакцине уйӑрма сӗнекен те пулнӑ. Вӗсене культура министерствине куҫарсан аван пулни пирки каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||
Сӑнсем (18) | ||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Фельетонӗсем пурте Влаҫа хирӗҫ пулӗҫ (жанр палли).
Тепӗр вариант: "Капкӑн" Пуҫлӑхсем пӳрнепе тӗллесе кӑтарнине (кама вырӑна лартмаллине) пичетлеме пуҫлать.