Шупашкарта пӗр миллион укҫана тивӗҫ чи хитре юрлакана палӑртнӑ. Ку ҫын — Александр Дарчиев. Финала пӗтӗмпе 10 юрӑҫа суйласа илнӗ. Вӗсенчен чи пултаруллине «Русское радио» пӗр миллион тенкӗ преми панӑ.
Аса илтеретпӗр, кастинга виҫӗ куна палӑртнӑччӗ. Пӗрремӗшӗ юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Олимп» культура ҫуртӗнче иртнӗ. Теприне юпан 23-мӗшӗнче «Медвежий угол» барта, виҫҫӗмӗшне каллех «Олимпра» пухнӑ.
Финал Шупашкарти «Мега Галакси» кану центрта иртнӗ. Александр Дарчиева «Ураган» юрӑшӑн пӗр миллион тенкӗ преми панӑ. Тӗрлӗ номинаципе конкурса хутшӑннисенчен Александрӑн лирикӑлла юрри ҫӗнтернӗ. Каччӑна «Golden Flash» шоу-балет ташласа пулӑшнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗне премие «Серебро» хӗрарӑмсен поп-ушкӑнӗн юрӑҫисем тыттарнӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Александр Дарчиева «Русское радио» тӳрӗ эфира чӗннӗ. Унта вӑл Дмитрий Шараппа калаҫнӑ. «Хам ҫӗнтернине халӗ те ӗненместӗп», — тенӗ каччӑ унта.