Вӗренӳ
![]() Андрей Костинпа Михаил Игнатьев ВТБ банк правленийӗн президенчӗ Андрей Костин Чӑваш Енре шкулсем тума пулӑшасшӑн. Хальлӗхе ку — ӗмӗтре. Банкирпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, тӗл пулнӑ. Енсем республика тата банк аталанӑвӗ пирки тӗплӗн сӳтсе явнине ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. Паянхи куна республикӑра шкулсем хута ярас ӗҫ актуаллӑ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ачасен 7 проценчӗ иккӗмӗш сменӑпа вӗренет. Андрей Костин банк строительство ӗҫне патшалӑхпа пӗрле хутшӑнас ыйтӑва пӑхса тухма хирӗҫ маррине пӗлтернӗ. «Социаллӑ инфратытӑмра эпир сахал ӗҫленӗ. Шӑпах та пирӗншӗн шкулсем ҫӗклесе лартасси паха опыт вырӑнне пулса юлӗ», — тесе хыпарланӑ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри сусӑр ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр тӳлевсӗр парасшӑн. Ҫак ыйтӑва ӗнер, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, республикӑн Общество палатин ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Унта пуҫтарӑннисем нумай ачаллисене ҫӗр тӳлевсӗр парасси ҫинчен калакан республикӑри саккуна улшӑнусем кӗртесси ҫинчен проекта пӑхса тухнӑ. Ҫӗр тӳлевсӗр илме тивӗҫҫисен йышне ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма черетре тӑракан виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесем кӗретчӗҫ. Хӑш-пӗр регионта списока инвалид-ача ӳстерекенсене те кӗртнӗ. Чӑваш Енре апла ӗмӗтлисем халех пур иккен. Ларӑва, сӑмах май, вӗсенчен хӑшӗсем те хутшӑннӑ. Статистикӑна ӗненсен, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 282 ҫемье тӑнӑ. Общество палатинче шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсене ҫӗр тӳлевсӗр памаллах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Хӗрарӑмсемпе ирттернӗ тӗлпулу Иркутск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Левченко чӑвашсене пулӑшасшӑн. Вӗсене ҫеҫ те мар, вӑл тӑрӑхри мӗнпур общество организацине. Кун пирки вӑл социаллӑ тӗллевпе ӗҫлекн коммерцилле мар организацисен ертӳҫисемпе тӗл пулсан палӑртса хӑварнӑ. «Сирӗн ӗҫӗр обществӑна пысӑк усӑ кӳрет, ҫавӑнпа пирӗн тӗллев — социаллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшасси», — тенӗ кӗпӗрнаттӑр. Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн «Юлташ» организацийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева кӗпӗрнаттӑра Чӑваш Енпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пусма сӗннӗ. Сергей Левченко хирӗҫлемен, яваплӑ ведомствӑсене хушассине пӗлтернӗ. Вӗсен ку ыйтӑва тишкерсе татса памалла. Маларах облаҫ ун пек килӗшӗве Тутарстан Республикипе тунӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Наградӑна тивӗҫнисем Паян Чӑваш Енри чи пултаруллӑ хӗрарӑмсене Михаил Игнатьев Элтепер патшалӑх наградипе чысланӑ. «Хыпар» ИҪ пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич хӗрарӑмсен общество пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ. «Сирӗнпе эпир экономикӑна, вӗрентӗве тата ӑслӑлӑха, сывлӑха сыхлас ӗҫе, культурӑна, спорта аталантаратпӑр», — тенӗ вӑл. Патшалӑх наградисене тивӗҫнисен хушшинче тӗрлӗ отрасльти ӗҫчен пур. Чӑвашпотребсоюз тытӑмӗнче нумай-нумай ҫул тӑрӑшакан Любовь Абрамована «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн секторӗн ертӳҫи Роза Степанова Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята илнӗ. Хисепе тивӗҫнисене саламлама республикӑри ытти тӳре-шара та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта лайӑх калаҫма вӗренеймен ача нумай-мӗн. Нумаях пулмасть ку ыйту тавра Шупашкар хула администрацийӗнче калаҫнӑ. Ку ыйту ҫивӗч пулнӑран тӗп хулари ача пахчисенче логопед должноҫне ҫирӗплетмеллине сӳтсе явнӑ. Паянхи куна илес тӗк, Шупашкарти шкул умӗнхи 87 учрежденире япӑх калаҫакан 1500 ытла шӑпӑрлана лагопед пулӑшӑвне тӳлевсӗр парассине йӗркеленӗ. Анчах черетре тата нумай ача тӑрать: 734 шӑпӑрлана ҫак специалист пулӑшӑвӗ кирлӗ. Ҫакна шута илсе Шупашкар хула администрацийӗ пӗтӗм ача пахчинче логопед ставкине штат расписанине кӗртме палӑртнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр тӗп хулари 128-мӗш тата 202-мӗш ача пахчисем медицина пулӑшӑвӗ (массаж, физиотерапи, галокамера) пама пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк амӑшне суд умӗнче явап тыттарасшӑн. 31 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн хӗрне хӗненӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Халӗ ку ӗҫе следовательсем тишкереҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 12 ҫулти хӗрачан ашшӗпе амӑшӗ уйрӑлнӑ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ача ашшӗ патӗнче юлнӑ. Анчах хӗрача кӑштахран, 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче, амӑшӗ патне пурӑнма куҫнӑ. Анчах ача унта нумай пурӑнайман, унӑн ашшӗ патне каялла таврӑнма тивнӗ. Амаҫури амӑшне вара вӑл хӑйӗн тӑван амӑшӗ ӑна сахал мар хӗнени пирки каласа кӑтартнӑ. Кун пирки пӗлсен амаҫурийӗ полицие ҫӑхавланӑ. Палӑртмалла: ачан тӑван амӑшӗ ниҫта та йӗркеллӗ ӗҫлемест. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шӑмӑршӑ районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх пуканне йышӑнакан хӗрарӑм ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫлӑх организаципе (унӑн тӗп директорӗ пӗлӗшӗ пулнӑ) килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр ялта ҫул сармалла пулнӑ. Унтан пуҫлӑх ыйтнипе документсем илсе килнӗ. Вӗсенче ҫул сарнине палӑртнӑ. Чӑннипе вара нимӗнле ҫул та пулман. Ҫак документсем пулӑшнипе контрагент счечӗ ҫине 175 пин ытла тенкӗ куҫарнӑ. Палӑртмалла: ялта ҫула ҫаплах сарман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Мускав кӗперне туса пӗтермешкӗн тата сахал мар укҫа кирлӗ. Кун валли тепӗр 518 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ку ыйтӑва ЧР Правительствинче сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: Мускав кӗперне 2015 ҫулта тума тытӑннӑ. Ӑна ҫитес ҫул туса пӗтерме палӑртнӑ. Анчах Мускав кӗперне вӑхӑтра хута ямашкӑн укҫа-тенкӗ кирлӗ. Кӑҫал кӗпере тунӑ ҫӗре 435 миллион тенкӗ яма палӑртнӑ. 340 миллион тенки федераци хыснинчен пулӗ. Сӑмах май, Мускав кӗперӗн ҫур пайне кӑҫал Республика кунӗ тӗлне уҫмалла. Шупашкар хула администрацийӗ Алексей Ладыков подрядчик умне ҫакнашкал тӗллев лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Вӑрнар район администрацийӗн строительство тата ЖКХ пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, унӑн айӑпне пула нумай ачаллӑ ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫак арҫын пурӑнмалли ҫурта тӗрӗслемен, подряд организацийӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫав пӳрте нумай ачаллӑ ҫемьене памалла пулнӑ. Килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн фирма счечӗ ҫине 2 миллион та 900 пин тенкӗ куҫарнӑ. Анчах подряд организацийӗ ҫурта туса пӗтереймен, вӑл пурӑнма юрӑхсӑр. Ҫавӑнпа ӑна нумай ачаллӑ ҫемьене паман. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗпчев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Н.К.Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗсем Трак енӗн тӗп Культура ҫуртӗнче 2016 ҫулхи литературӑри, искусствӑри тата культурӑри сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫсемшӗн Нестер Янкас ячӗллӗ Премине илме тӑратнӑ лауреатсен чыславӗ пулчӗ. Чыслав каҫне Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн ертӳҫи Иван Прокопьев-Чураль, журналист, ҫыравҫӑ, таврапӗлӳҫӗ, композитор-музыкант, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Н.К.Янкас Премийӗн лауреачӗ уҫрӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫак пӗрлӗх 1989 ҫултанпа ӗҫлет, кун евӗр чыслав 25 хут иртет, ҫав вӑхӑтра кӑҫалхипе пурӗ 85 уйрӑм ҫын тата пултарулӑх ушкӑнӗ лауреат ятне илме тивӗҫ пулнӑ. Лауреатсене преми парас енӗпе ӗҫлекен комисси председателӗ Виталий Михайлов, Красноармейски вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ, таврапӗлӳҫӗ, Чӑваш халӑх академикӗ, Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн председателӗн ҫумӗ, Н.К.Янкас Премийӗн лауреачӗ Преми парас енӗпе ӗҫлекен комисси протоколӗпе тата Преми пама тӑратнӑ лауреатсемпе паллаштарчӗ. 2016 ҫулхи литературӑри, искусствӑри тата культурӑри сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫсемшӗн Нестер Янкас ячӗллӗ Премине ҫак пултаруллӑ уйрӑм ҫынсене парас тенӗ: Татьяна Ивановна Борисова сӑвӑҫа, публициста тата общество корреспондентне 2016 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ, 2 кӑларӑмран тӑракан «Асӑмран каймасть Супар шкулӗ» асаилӳпе публицистика кӗнекишӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |