Шупашкар урамӗсене кашни ҫулах чечекпе илемлетеҫҫӗ. Тепӗр клумбӑна пӑхсан ӳнер хайлавӗ тейӗн! Мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ-ши, чечекпе мӗнле кӑна кӳлепе ӑсталамаҫҫӗ-ши?!
Куҫа йӑмӑхтаракан илемпе киленнипех ҫырлахмаҫҫӗ иккен хула ҫыннисем: урамри чечексене вӗсенчен хӑшӗсем кӑкласа кайса хӑйсен пахчине лартаҫҫӗ. Кун пирки паян «Советская Чувашия» журналистне Рита Кирилловӑна Шупашкарти Чапаев скверӗнчи чечек клумбине тирпейлекенсем каланӑ. Татса кайнӑ чечексене пуҫтараканскерсем ӳсӗрсем е ӗҫсӗр ҫапкаланакан ҫамрӑксем пуҫтахланнӑ пуль тесе кӑмӑлсӑрланнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах теприсем урамри чечексене хӑйсен пахчине илемлетме тесе урӑ пуҫпах тӑпӑлтарса каяҫҫӗ-мӗн.