Шупашкар хулинче каҫхи клубра арҫын вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн Шупашкарти Ленин районӗнчи тӗпчевҫисем ку пӑтӑрмахпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗр каҫ Шупашкарти Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи кану заведенийӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетсенче 35 ҫулхи арҫынпа хурал хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Хуралҫӑсем канма килнӗ ҫынна урайне ҫавӑрса хунӑ та пӗр вӑхӑт ҫапла тытса тӑнӑ. Арҫын сывлаймасӑр вилсе кайнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Канма пынӑ ҫынна вӗлерсе пӑрахнӑ хуралҫӑ тӗлӗшпе астумасӑр вӗлернӗ статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫамрӑк арҫын леш тӗнчене ӑсаннипе вӗҫленнӗ инкеке тӗпчевҫӗсем малалла тӗпченӗ май судпа медицина экспертизисем ирттерӗҫ, хирӗҫ-тӑрӑва курса тӑнисенчен ыйтса пӗлӗҫ.