Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти Мускав район прокуратури тӳлев илнӗ чух улталанӑ ӗҫе тӗпчессине тӗрӗслесе тӑрассине пӗлтерет. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, сусӑрсен обществисенчен пӗрне ертсе пынӑ пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса 15 миллион ытла тенкӗ субсиди илнӗ.Пӑтӑрмах 2014 ҫулхи ака уйӑхӗн 25—30-мӗшӗсенче пулнӑ. Федераци хыснинчен килнӗ «кӗмӗл» предприятире 66 сусӑр валли ӗҫ вырӑнӗ туса пама тата 22 инвалида урӑх профессие алла илтерме каймалла пулнӑ. Вӑхӑт иртнӗ — укҫи те, ӗҫ вырӑнӗ те пулман. Федераци хыснине 15 миллион тенкӗ ытла шар кӑтартнӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ. Ӑна вӗҫне ҫитерсен суда ярса парӗҫ. Прокуратура, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, сусӑрсене ултаанӑ тагта хыснана тӑкак кӳнӗ пуҫлӑх ӗҫне тӗрӗслесе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |