Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкара пырса кӗнӗ ҫӗрте «васкавлӑ пулӑшу» машинипе «Калина» маркӑллӑ автомобиль пырса ҫапӑннӑ. Инкекре ҫӑмӑл машина лапчӑннӑ, «васкавлӑ пулӑшу» урапи тӳнсе кайнӑ.
Инкек пулнӑ вырӑна тухтӑрсем, ҫул-йӗр инспекторӗсем вӗҫтерсе ҫитнӗ. Аманнисене улттӑшне те тухтӑрсем пулӑшнӑ. Хальхи вӑхӑтра, эпир хамӑр ҫӑлкуҫсенчен пӗлнӗ тӑрӑх, пульницӑра «Калина» машина водителӗ тата «васкавлӑ пулӑшури» хӗрарӑм кӑна. Юлашкинчен калани, Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакан 24-ри хӗрарӑм, ача ҫуратма кайма тухнӑскер пулнӑ. Хӗрарӑм чиперех ҫӑмӑлланнӑ.
Инкек сӑлтавне ҫул-йӗр инспекторӗсем палӑртӗҫ. Вӗсем малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекшӗн «Калина» машинӑн 66 ҫулти водителӗ айӑплӑ: сулахай енне пӑрӑннӑ чух вӑл асӑрханусӑр пулнӑ.