Чӑваш Енри темимҫе районта кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртни пирки сайтра хыпарласах тӑнӑччӗ. Икӗ районта грипа пӗтермешкӗн укҫа-тенкӗ, 300 пин тенкӗ ытла, уйӑрнӑ. Распоряжение Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Документпа килӗшӳллӗн, Комсомольски районне – 179,6 пин, Патӑрьел районне 138,7 пин тенкӗ лекӗ. Укҫана ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен уйӑрса панӑ.
Аса илтерер: Комсомольски, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ районӗсенче кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ. Грипп тупнӑ ялсенче чӑхсене пуҫтараҫҫӗ. Пӗр килограмшӑн 55 тенкӗ те 60 пус параҫҫӗ, 10 ҫӑмарташӑн 29 тенкӗ те 70 пус тӳлеҫҫӗ.