Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Тӑватӑ ялта ҫӗнӗ культура ҫурчӗ пулӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 21.04.2018 15:43 | 2295 хут пӑхнӑ
Культура

2016 ҫултанпа Чӑваш Енре ҫичӗ культура ҫурчӗ ҫӗкленӗ. Кӑҫал вӗсен йышӗ тата пысӑкланӗ: тепӗр тӑватӑ клуб ҫӗклеме палӑртнӑ.

Кӑҫал Элӗк районӗнчи Мӑн Шӗмшешре, Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсра, Патӑрьел районӗнчи Ишлӗре тата Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗсем пулӗҫ. Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче вара клуба ҫитес ҫул ҫӗклӗҫ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тӗллевпе 2018-2019 ҫулсенче республика хыснинчен 65,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Кунсӑр пуҫне ялсенчи 33 культура ҫуртне юсама палӑртнӑ. Тепӗр 24 клуба ҫӗнетӗҫ.

#культура, #клубсем, #Патӑрьел районӗ, #Ишлӗ, #Комсомольски районӗ, #Хырай Ӗнел, #Йӗпреҫ районӗ, #Ирҫе Ҫармӑс, #Элӗк районӗ, #Мӑн Шӗмшеш, #Канаш районӗ, #Шӑхасан, #укҫа-тенкӗ, #хысна

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем