Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.0 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Шупашкар гимнастки тӗнче чемпионатӗнче ылтӑн медале тивӗҫнӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 04.09.2017 19:34 | 1153 хут пӑхнӑ
Спорт

Италири Пезаро хулинче илемлӗ гимнастикӑпа тӗнче чемпионачӗ пынине чылайӑшӗ кӑсӑклансах пӑхрӗ пулӗ. Ӗнер ӑмӑрту вӗҫленчӗ. Пирӗн гимнасткӑсем яланхиллех маттур пулчӗҫ. Тӗрлӗ енлӗ ӑмӑртура вӗсем куракан патне пуринчен кайран тухрӗҫ, анчах унччен хӑйсене аван кӑтартнӑ ушкӑнсене ним мар иртсе кайрӗҫ.

Маттур хӗрсен йышӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ, халӗ Чулхулари олимп резервӗн училищинче вӗренекен Евгения Леванова та пуррине республикӑн Спорт министерстви пӗлтерет. 17-ри пике вуникке ҫитиччен Чӑваш Енӗн илемлӗ гимнастикӑн пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Ирина Штайнер патӗнче ҫак ӑсталӑха вӗреннӗ. Халӗ вӑл — Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче. Хӗрсене гимнастика ӑсталӑхне Ирина Винер-Усманова тренер вӗрентет.

Тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫей команди сакӑр ылтӑн медальтен ҫиччӗшне ҫӗнсе илнӗ. Апла пулсан ҫак ҫитӗнӳре Шупашкарта ҫуралнӑ Евгения тӳпи те пур тесе хӑюллӑнах каламалла.

#ҫитӗнӳсем, #спорт, #Шупашкар, #Чулхула, #Итали, #Пезаро, #ӑмӑртусем, #чемпионатсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Канаш хӗрӗ бронза медале тивӗҫнӗ
2016, 12, 11
Шупашкар каччине конькипе ҫитекен тупӑнман
2017, 02, 28
Эрне хыпарӗсем
2017, 03, 05
Ту ҫине улӑхассипе тупӑшнӑ
2017, 04, 24
Иван Скрынник диск ывӑтса рекорда ҫӗнетнӗ
2017, 04, 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org