Шупашкарти 59-мӗш вӑтам шкулти акӑлчан чӗлхин педагогӗ хулари ачасене пӗлӳ пама Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче вӗренӗ.
Ольга Ильина Вӗрентекенсен квалификацине ӳстермелли пӗтӗм тӗнчери программӑна (TEA) хутшӑнӗ. Асӑннӑ программӑпа вӗренме тӗнчери 55 ҫӗршыври вӑтам шкулсенчи педагогсене суйласа илнӗ. Пирӗн ҫӗршывран кӑҫал икӗ ҫын ҫес лекейнӗ.
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи программӑпа 160 педагога вӗрентӗҫ. Вӗсем АПШра ултӑ эрне пулӗҫ. Вӗренӳ программисене йӗркелеме, урока палӑртма хӑнӑхтаракан, вӗрентӳ технологийӗсемпе тата вӗрентӳри ҫӗнӗ меслетсемпе паллаштаракан семинарсене хутшӑнӗҫ. АПШри шкулсенче ӗҫлесе пӑхӗҫ.
Вӗрентекенсен квалификацине ӳстермелли пӗтӗм тӗнчери программӑна (TEA) Пӗтӗм тӗнчери тӗпчевсем тата пӗр-пӗрин опычӗпе паллаштарас енӗпе ӗҫлекен канаш пуҫарнӑ. Ӑна Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи вӗренӳ тата культура программисен пайӗ укҫа-тенкӗпе пулӑшать.