Вӗренӳ
![]() «Ҫыхӑнура» форум сайтӗнчен илнӗ сӑн Шупашкарти 28-мӗш шкулӑн ятне улӑштарасси пирки ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче постановлени тухнӑ. Ӑна хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ. Документпа килӗшӳллӗн, шкула Граждан тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ Александр Боголюбовӑн ятне панӑ. Вӑл – Совет Союзӗн Геройӗ. Ячӗ улшӑнни шкулти ӗҫ-хӗл ылмашӑнассине пӗлтермест, вӑл ҫаплипех юлӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр Шупашкарти икӗ шкулӑн ятне улӑштарнӑ. 6-мӗш шкула дивизи командирӗн Василий Чапаевӑн ятне панӑ, Заволжски шкулӗ вара парашют спорчӗ енӗпе пилӗк хут тӗнче чемпионкин Майя Костина ячӗпе хисепленме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |