Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти шкул ачисем хула историне вӗренме пуҫлӗҫ. Заняти эрнере пӗр хутчен иртӗ.
«Манӑн хула Шупашкар» предмета 5-9-мӗш классем ҫур ҫул вӗренӗҫ. Халӗ ӑна 19 шкулта кӑна шӗкӗлчеҫҫӗ.
1999 ҫулта ун чухнехи мэр Анатолий Игумнов пуҫарӑвӗпе истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем Антонина тата Владимир Даниловсем, Татьяна Иванова Шупашкар пирки кӗнеке ҫырма пуҫланӑ. 5-мӗш классем валли пӗрремӗш кӗнеке 2000 ҫулта тухнӑ. 2001-2004 ҫулсенче 6-9-мӗш классем валли хатӗрленӗ. Унтанпа 15 ҫул иртнӗ, анчах 5-мӗш класс кӗнеки ҫеҫ ҫӗнӗрен пичетленнӗ. Халӗ авторсем пособисене тепре кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Кун валли хула администрацийӗ укҫа уйӑрӗ. Кӗнекенсем тата интереслӗрех пуласса шантараҫҫӗ.
Agabazar // 3511.84.1666
2018.05.11 17:58 | |
Чăваш Ен историене вĕрентеççĕ-и? Çук!
А Шупашкар историне вĕрентме вара нимле чăрмав та çук имĕш.