Статистика
![]() Чӑвашстат Чӑваш Енри халӑх йышне шутланӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра1235992 ҫын пурӑнать. Иртнӗ ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ку кӑтарту 1236628 ҫынпа танлашнӑ. Республикӑра халӑх йышӗ чакса пырать. Хуласенче 766202 ҫын пурӑнать. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 8138 ҫын ытларах. Ялсенче 469790 ҫын кун кунлать. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 8774 ҫын сахалрах. Халӑх ытларах Шупашкарта тӗпленнӗ: 489158 ҫын. Муниципалитетсен хушшинче чи нумай йыш – Шупашкар районӗнче (62415). Унтан - Ҫӗрпӳ районӗ (35991), Канаш районӗ (35726). Чи сахал йыш – Ҫӗмӗрле районӗнче (9127). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ача-пӑча пульницинче сакӑр уйӑхри ача выртать. Ӑна амӑшӗ пӑрахса хӑварнӑ. Ачана унта иккӗмӗш хут илсе килнӗ ӗнтӗ. Амӑшӗ ун патне пӗрре те килсе курман. Амӑшӗ 18 ҫулта кӑна. Ачине вӑл килте пӗччен иккӗмӗш хут пӑрахса хӑварнӑ. Кӳршисем пӑшӑрханса ӳкнӗ, полици чӗннӗ. Тӑванӗсем ӳкӗтленине ҫамрӑк амӑшӗ хӑлхана чикмест. Ачи патне килме яланах шантарать, анчах сӑмсине те килсе кӑтартмасть. «Кам валли ҫуратнӑ-ши? Ачине выҫӑ лартни те пӗрре мар пулнӑ. Уншӑн вара пӗрех, арҫынсем кӑна пулччӑр», - тенӗ тӑванӗ «Про Город» хаҫата. Анчах вӗсем ӑна амӑшӗн правинчен хӑтарасшӑн мар, тӳрленессе шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри темиҫе районта ҫӳп-ҫап куписене пӗтермелле. Ку ыйтӑва ҫуллаччен татса памалла. Ҫак ыйтӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлура ҫӗкленӗ. ЧР ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Александр Коршунов тӗп тумалли ҫӳп-ҫап куписем пирки доклад вуланӑ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Канаш хулинче, Элӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче ҫӳп-ҫап куписене пӗтермелле. Вӗсене иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70-мӗш ҫулӗсенче тунӑ. Вӗсем экологи тата санитарипе эпидемиологи требованийӗсемпе килӗшсе тӑмаҫҫӗ. Район пуҫлӑхӗсем ҫӳп-ҫап куписене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтерме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри йӑхран тухнӑ Станислав Садальские Украинӑна кӗме чарнӑ. Кун пирки lenta.ru портал пӗлтерет. Украинӑри хӑрушсӑрлӑх служби артиста Украинӑна кӗме чарнӑ. Мӗншӗн? Халӑх тетелӗнче ҫырнисемшӗн. Тӗслӗхрен, «Еврокурав» пирки. Паллах, Станислав Садальский куншӑн кӑмӑлсӑрланнӑ. «Хӑйӗн халӑхӗпе ҫапӑҫакан ҫӗршыва мана, анне енчен эпӗ укрин пулсан та, кӗртмеҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ вӑл хӑйӗн Чӗрӗ Журналӗнче. Темле кӑмӑлсӑрлансан та актер Украинӑри хӑрушсӑрлӑх службипе тавлашасшӑн мар. Палӑртмалла: Станислав Садальский — РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Грузи тата Чӑваш халӑх артисчӗ. Вӑл «Место встречи изменить нельзя», «О бедном гусаре замолвите слово» фильмсенче ӳкерӗнсе чапа тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал «Чӑвашавтотрансӑн» тепӗр филиалӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫак кунсенче Вӑрмарти автотранспорт предприятийӗ хупӑннӑ. Сӑмах май, иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче унти ӗҫченсем шалу тӳлеменнипе забастовка тунӑ. Ун чухне ку ыйтӑва икӗ эрнере татса панӑ. Анчах ҫынсене шалу пӗрех тӳлемен. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вара предприятие усламҫӑсен аллине панӑ. Ӗҫченсем вара ӗҫ укҫисӗр тӑрса юлнӑ. Аптӑранӑскерсем «Урмары.РФ» редакцирен пулӑшу ыйтнӑ. Ҫырура вӗсем ӗҫ укҫине юпа уйӑхӗнче те паманнине палӑртнӑ. Предприятире вӑй хунӑ ҫынсен пӗр пайӗ усламҫӑсем патне ӗҫе кӗнӗ. Усламҫӑсем халӗ 14 маршрут ҫӳретет. Анчах вӗсем кӑмӑллах мар, маршрутсем тупӑш кӳмеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑхӑтлӑха ҫеҫ ӗҫлеме килӗшнӗ. Аса илтерер: кӑҫалтан Етӗрнери АТП та усламҫӑсен аллине куҫнӑ. Ун чухне 78 ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Нарӑс уйӑхӗн 11 тата 12-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри хӗллехи спорт тӗсӗсен кунне ирттерӗҫ. Уявӑн тӗп лапамӗ «Олимпийский» стадионти каток пулӗ. Унта нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 16 сехет ҫурӑра спорт уявӗ иртӗ. Унпа килӗшӳллӗн хӗллехи спорт тӗсӗсемпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Вӗсене паллӑ спортсменсем ертсе пырӗҫ. Ӑсталӑх класӗсем хыҫҫӑн фейерверк ярӗҫ, пӑр ҫинче ташӑ каҫӗ иртӗ. Унтах ҫынсем конькипе ярӑнӗҫ. Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче вара Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче «Шупашкарти электроаппарат савучӗн» йӗлтӗр эстафети иртӗ. «Вертикаль» ту йӗлтӗр спорчӗн центрӗнче ҫынсем ярӑнӗҫ. Сӑмах май, кунашкал спорт мероприятийӗ пирӗн республикӑра виҫҫӗмӗш хут иртет. Ӑна пӗрремӗш хутчен 2014 ҫулти Олимп вӑййисене халалласа йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Ял пурнӑҫӗ
Хальхи ҫамрӑксене пирӗнтен хӑшӗсем ҫӑмӑлттай, вӗсене ним кирлӗ мар тесе хурлама пӑхаҫҫӗ. Вӗсем йытӑ хӑваласа кӑна ҫӳреҫҫӗ текенсем йӑнӑшнине ӗнер «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» туслӑ йышӗпе Вӑрмар районӗнче пулнӑ чух хам куҫпа курса тепӗр хут ӗнентӗм. Мускав хулинчи аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен каччӑ пӗр ик ҫул каяллах: «Пирус туртни халӗ модӑра мар. Ҫамрӑксен трендне пӗлместӗн эсӗ», — тени асра юлнӑччӗ-ха. Музейсемпе театрсене ҫӳреме юратакан ҫав яш ҫӗршывӑн тӗп хулинче кӑна мар, тӑван тӑрӑхне килсен те хӑш культура учрежденийӗнче мӗнле премьера пынипе кӑсӑкланать. Мускавра пӗрле вӗренекен, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан юлташӗпе Чӑваш Ене ҫитсен те вӗсем тӳрех театра ҫул тытаҫҫӗ. «Вӗсем ҫӳреҫҫӗ пуль-ха. Ялта пурнӑҫ ҫапах та урӑхла. Тунсӑхпа аптӑранӑ ҫамрӑксем эрехпе айкашаҫҫӗ», — шухӑшлать пӗлӗшӗм. Вӑрмар районӗнчи Ҫӗнӗ Пинер ял тӑрӑхӗнче пултӑмӑр та унта пурнӑҫ урӑхла вӗрени кӑмӑла ҫӗклерӗ. Пире савӑнтарни: ҫамрӑксен шухӑшлавӗ-ӑнтӑлӑвӗ ылмашни. Ҫакна асӑрханине вӑл енчи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Василий Шуйский те палӑртрӗ. |
Политика
![]() Алена Аршинова хутшӑннӑ канашлу Йышӑнакан саккунсене ҫынсен малтанах пӗлмелле тесе шухӑшлать Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Алена Аршинова. «Фейсбукра» вӑл республикӑри муниципалитетсен ертӳҫисемпе, чӑваш парламенчӗн депутачӗсемпе иртнӗ канашлура тухса калаҫнине пӗлтернӗ. Ҫамрӑк та хастар депутат шухӑшланӑ тӑрӑх, саккун йышӑнма парламентарисен кӑна мар, районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсен те, Депутатсен районти пухӑвӗсен ертӳҫисен те сӗнмелле. 2016 ҫулта республикӑн Патшалӑх Канашӗ 300 ытла саккун йышӑннӑ, ҫав шутран улттӑшне ҫеҫ муниципалитетсенчи Депутатсен пухӑвӗсем пуҫарнӑ. Алена Аршинова кирек епле саккун проектне те, йышӑнӑва та ҫынсен малтанах пӗлмелле тесе шухӑшлать. «Халӑхӑн ыйтусем пулсан ытларах тӗл пулмалла, сӳтсе явмалла», — ҫырнӑ вӑл «Фейсбукра». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ черетлӗ, 96-мӗш, ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ҫав ятпа ун чухне наци музейӗнче тата унӑн филаилӗсенче (В.И. Чапаев ячӗллӗ музейсӑр пуҫне) экспозицисемпе куравсемпе тӳлевсӗр паллашма чӗнеҫҫӗ. Коммерцилле куравсемпе паллашас текенсен кӑна укҫа кӑларса хума тивӗ. Наци музейӗнче «Чӑваш Енре авал пурӑннисем: арехологипе палеонтологи даннӑйӗсем тӑрӑх», «Чӑваш халӑхӗпе Чӑваш Енӗн историйӗ IX ӗмӗртен пуҫласа ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗччен», «ХХ ӗмӗрти Чӑваш Ен», «Этем тата ҫут ҫанталӑк» экспозицисемпе «Мана эс каҫсерен тӗлленетӗн, Афган», «Мезозой тинӗсӗсен драконӗсем» курав ӗҫлет. Музейӑн ӗҫ кунӗ: 10.00 – 18.00. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 62-55-66. Музейпа курав центрӗнче Чӑваш енӗн Ҫар мухтавӗн музейӗпе паллашма май килӗ. Ӗҫ вӑхӑчӗ: 10.00 – 18.00, тунтикун канаҫҫӗ. Телефон: 62-01-78. Чӑваш тӗррин музейӗпе паллашас тесен вӑл 10.00 – 18.00 сехетсенче уҫҫине шута илмелле. Вырсарникунпа тунтикун канаҫҫӗ. Телефон: 62-03-44. К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче яланхи экспозици ӗҫлет, «Выразитель мудрости народной», Петӗр Хусанкайӑн 110 ҫулхине халалланӑ «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере», А. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Мӑн Ҫавал урлӑ хывнӑ кивӗ кӗпер. Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн. Ҫӗрпӳ кӗперне пӗлтӗр туса пӗтереймессине хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, Упрдор Сарӑтури «Волгомост» ячӗпе килӗшӗве пӑрахӑҫлама ыйтса янӑ тавӑҫа республикӑн Арбитраж сучӗ тивӗҫтернӗччӗ, заказчик валли 116 миллион та 424 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑччӗ. Анчах «Волгомост» кун пек йышӑнупа килӗшмен. Вӑл Улатимӗрти пӗрремӗш Арбитраж судне аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Ҫӑхава малтан пӑхса тухман, мӗншӗн тесен ӑна тӗрӗс мар хатӗрленӗ. Кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче ӑна производствӑна илнӗ. Аппеляци ҫӑхавне нарӑсӑн 27-мӗшӗнче пӑхса тухмалла. Суд пынӑ вӑхӑтра Ҫул-йӗр управленийӗ (вӑл — ӗҫӗн заказчикӗ) ҫӗнӗ подряд организацине шыраймӗ, апла пулсан кӗпер хута ярас вӑхӑт тӑсӑлса каяссине тӗшмӗртме йывӑр мар. Ҫӗрпӳри кӗпере 2015 ҫулта аран-аран хута янӑччӗ. Кайран тепӗр пайне тума тытӑннӑччӗ. Кӗпер патне пымаллине Сарӑтури «Волгомост» тумалла пулнӑ. Вӑл вара утӑн 19-мӗшӗнче панкрута тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |