Республикӑра халӑхран пуҫтаракан сӗт хакӗ мӗншӗн тӑрук йӳнелнӗ? Монополипе кӗрешекенсем ҫак ыйтӑва уҫӑмлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хак объективлӑ сӑлтавсене пула е усламҫӑсем калаҫса татӑлнӑран йӳнелсе кайнӑ-и? Тӳре-шара шухӑшӗпе, ҫакӑ халӑх сӗт юр-варне сахалрах ҫиме пуҫланипе ҫыхӑннӑ.
Федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ ыйтнипе УФАС ӗҫченӗсем сӗт пуҫтаракансене пурне те тӗрӗслӗҫ. Унччен маларах оппозици сӗт хакӗ йӳнелни лару-тӑрӑва йывӑрлатма пултарни пирки пӗлтернӗ. Халӗ 1 литр сӗте вӑтамран 14 тенкӗпе пуҫтараҫҫӗ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 35 процент йӳнӗрех.
Халӑха ку чӑнах та пӑшӑрхантарать. Ара, капла ӗне усрама та тупӑшлӑ мар. Темиҫе ҫултан ҫынсем ӑна пачах усрама пӑрахас хӑрушлӑх пур. Ҫынсем ЧР Ял хуҫалӑх министерствине ҫӑхавсем ҫырнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев шухӑшӗпе, чикӗ леш енчен типӗ сӗт, услам ҫу нумай кӳрсе килнӗрен сӗт хакӗ чакнӑ. Апла-и, капла-и – УФАС ҫак ҫивӗч ыйтӑвӑн хуравне тупасса халӑх шанать .