Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Чӑваш Енре сӗт ярмӑрккисем уҫасшӑн

Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Таисия Ташней 23.01.2018 05:38 | 436 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ
Penza-press.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
Penza-press.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов республикӑра сӗт ярмӑрккисем уҫас шухӑшлине пӗлтернӗ. Сӗт хакӗ чакса кайнине ӗнер Чӑваш Енӗн правительствин тунтикунсерен иртекен канашлӑвӗнче хускатнӑ чух министр сӗт рынокӗнчи конкуренцие вӑйлатма сӗт ярмӑрккисем йӗркелес шухӑша палӑртнӑ.

Ун пек тӗслӗх пур иккен. Канаш районӗнчи Шӑхасанта сӗт ярмӑркки ирттернӗ. Министр каланӑ тӑрӑх, сутма илсе тухнӑ сӗт кун каҫипе сутӑнса пӗтнӗ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче ҫырнине ӗненсен, 1,5 литр сӗте халӑх 60 тенкӗ парса туяннӑ.

Сӗт ярмӑрккине кашни муниципалитетрах йӗркелесшӗн. Ҫак меслет сӗт хакне пӗтӗмӗшле витӗм кӳрейресси пирки ҫапах та татса калама йывӑртарах пулӗ.

#Канаш районӗ, #экономика, #ял хуҫалӑхӗ, #хаксем, #Шӑхасан, #сӗт

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шӑхасанта ют ҫӗршыв ҫыннисене тытса чарнӑ
2017, 04, 07
Сӗт савучӗ ӗҫлесе кайсан сӗт йӳнӗрех пулӗ
2017, 10, 30
Чӑваш Енре пулӑ ӗрчетме мӗн кансӗрлет?
2017, 11, 21
Шӑмӑршӑсене сӗт хакӗ пӑшӑрхантарать
2018, 01, 15
Чӑваш Енри тӳре-шара республика ӗнесӗр юласран шикленет
2018, 01, 22

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org