Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗпе прокуратура ӗҫченӗсем Канашра тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем контрафактлӑ улма-ҫырла тупнӑ. Тавара тӗп тума тивнӗ.
«Канашоптпродторг» тулли мар яваплӑ общество территорийӗнче Польшӑран кӳрсе килнӗ груша сутнӑ. Ҫимӗҫ курупки ҫинчи этикетка та улма-ҫырла ҫав ҫӗршывран пулнине ҫирӗплетнӗ. Улма-ҫырла докуменчӗсем те пулман. Аса илтерер: санкцисем йышӑннӑ хыҫҫӑн Польшӑран улма-ҫырла кӳрсе килме, ӑна сутма юрамасть.
Пӗтӗмпе Польшӑран илсе килнӗ 36,15 килограмм груша туртса илнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӑна йӑлтах тӗп тунӑ.
Хамар ял // 2581.93.5174
2018.02.22 20:30 | |
Хальхи режимен ассарлахе!!! Ваттисен суртенче чуханла пуранакансене памалачче. |