Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Семенов депутата Ҫӗнӗ Шупашкарти пухӑва кӗртмен

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Вика Сорокина 04.08.2018 08:19 | 532 хут пӑхнӑ
Политика

Ҫак кунсенче районсемпе хуласенче муниципалитетсен кӑҫалхи ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пухусем иртеҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑнать. Республика ертӳҫипе пӗрлех тӗрлӗ министерство ертӳҫисем район-хула аталанӑвне тишкерсе сӑмах калаҫҫӗ.

Кӑҫалхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче епле ӗҫленине ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пӗтӗмлетнӗ. Унта вырӑнти предприяти-организаци, учреждени ертӳҫисене, вырӑнти хастара пухнӑ. Анчах Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Сергей Семенова унта кӗртмен. Килен-каяна тӗрӗслесе тӑракан «Цербер» хурал предприятийӗн ӗҫченӗсем ӑна хушамачӗ чӗннисен списокӗнче ҫуккине пӗлтернӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ унӑн ҫавӑн пек мероприятисене хутшӑнма ирӗк пур тесен те лешсем яхӑнне те яман. Депутат тӗрӗслӗхе халӗ йӗрке хуралҫисем патӗнче шырать.

#депутатсем, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #пухусем, #политика, #Патшалӑх Канашӗ, #Элтепер

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://youtu.be/0iXF0YXsHbs
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Элтепер пӗр усламҫӑна та хӗсӗрлемест
2018, 04, 24
Чӑваш политикӗ наци вӗрентӗвне хӗсӗрленӗшӗн Чӑваш Ен депутачӗсене парламентран кайма ыйтнӑ
2018, 05, 02
Ректора депутата суйланӑ
2018, 06, 04
Чӑваш Енри коммунистсем пенси реформине хирӗҫ
2018, 07, 03
Чӑваш Ен депутачӗсем пенси реформине ырланӑ
2018, 07, 17

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org