Чӑваш политикӗ Юрий Осокин РФ Патшалӑх Думинчи Чӑваш Ен депутачӗсене парламентран пӗр тӑхтамасӑр кайма ыйтнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, пирӗн ҫӗршыври наци регионӗсенче наци вӗрентӗвне хӗсӗрлекен саккун соавторӗсем пулнӑ депутатсем Раҫҫей парламентӗнче Чӑваш Ен интересӗсене хӳтӗлеме тивӗҫ мар.
Юрий Осокин электронлӑ петици хатӗрленӗ. Вӑл Тутарстана та наци вӗрентӗвӗшӗн кӗрешме чӗнсе каланӑ. «Республикӑсенче наци чӗлхисем вырӑс чӗлхипе пӗр тан, чӗлхе, раса, наци енӗпе нимӗнле дискриминаци те пулмалла мар. Фашистла вӑрҫӑ умӗнхи Нюрнбег саккунӗсене тумашкӑн пирӗн фашистла режим мар», - ҫырнӑ Юрий Осокин.
Сӑмах май, вӑл унччен ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева та хӑйӗн должноҫӗнчен кайма чӗнсе каланӑ. Аса илтерер: РФ Патшалӑх Думинче Чӑваш Ен интересӗсене Олег Николаев, Алена Аршинова, Леонид Черкесов, Валентин Шурчанов, Анатолий Аксаков депутатсем хӳтӗлеҫҫӗ. Олег Николаевпа Алена Аршинова наци чӗлхисене хӑйсен ирӗкӗпе вӗренме май паракан саккун проекчӗн соавторӗсем пулнӑ.
Agabazar // 4287.09.4901
2018.05.02 20:33 | |
Малалла мĕн? | |
Хамăр ял // 1267.4.4136
2018.05.03 00:13 | |
Кам вăл - Юрий Осокин? Ăçтан çак "чăваш политик" сиксе тухрĕ? Эпир ун çинчен пĕрремĕш хут вулатпăр, итлетпĕр. Софья Савнеш, тархасшăн, ăнланса парăр. | |
Памук // 2357.55.2682
2018.05.03 14:15 | |
Чӑваш халӑхне хирӗҫле усал ӗҫсем тӑвакан ҫынсен ячӗсене, ҫавӑн пекех, хамӑр халӑхшӑн ырӑ, паттӑрла ӗҫсем тунӑ этемсене Чӑваш тӗнчи пӗлмелле! Кам чӑваш халӑхӗн чӑн элити, кам ҫав ятпа ҫӳреме тивӗҫлӗ мар - ҫакна эпир паян питӗ аван туймалла, курмалла, Урасметсене вӑхӑтра палӑртса вырӑнне лартмалла. Чӑваш пурнӑҫӗнчи шуррипе-хуррине, ырӑ-усалне уйӑрма вӗренсен кӑна эпир кӑшт ҫумран, ҫӳп-ҫапӑран тасалма пуҫлӑпӑр, наци патриотизмӗ тени патне тухӑпӑр. | |
KIREMET SIGCHI YUR TURINGE // 2291.81.1801
2018.05.04 09:20 | |
...Ку Патшалӑхра, ҫитес ҫулсенче лайах енелле улшӑнусем пулас шанчӑк - пӗртте ҫук.., пулас асар/писер тата вӑрҫӑ саманисем иртсен кӑна кӗҫӗн халӑхсем валли /чӑваш валли те/ "ирӗклӗх" шанчӑкӗ ҫуралӗ.., анчах каллех чӑвашӑн "ПӲвӗсем, хуҫисем" вӑл шанчӑкпа усӑ кураймӗҫ... | |
Agabazar // 3456.2.8834
2018.05.04 19:06 | |
Юрий Осокин. Астуса юлăр çак ята. | |
Хăватлăар // 1735.48.0595
2018.05.04 20:36 | |
Маттур Осокин апла. | |
владимир // 3957.56.0551
2018.05.06 00:47 | |
Халлĕхе, каçарăр та, нмĕнех те шарлаймастăп-ха. Ку çынсемпе пĕринпе те "пăру кĕтĕвĕ" кĕтменрен, тачă çыхăну пулманран. "Çын сăмахĕпе вакка сикме" пĕрте кăмăлăм "çуккă"(хăвăрăн стилĕрпе калас килчĕ те... |