Икӗ полицейски ҫамрӑксене пушартан ҫӑлнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем тӗтӗм йӑсӑрланнине курнӑ та унталла васканӑ.
Ҫав кун полици старшини Александр Федоров тата Евгений Ильин аслӑ сержант Шупашкарти Юрий Гарин-Михайловский урамӗнче патрулировани маршрутӗнче пулнӑ. Вӗсем тӗтӗм тухнине курнӑ та пушарнӑйсем патне шӑнкӑравланӑ. Хӑйсем вара ҫав вырӑналла утнӑ.
Ҫурт ҫывӑхӗнчи хуралтӑсем ҫунма пуҫланӑ-мӗн. Тӗтӗм пӳрте те кӗнӗ. Полицейскисем чӳречен пӑхнӑ. Тӗтӗмпе тулнӑ пӳлӗмре тӑватӑ ҫамрӑк ҫывӑрнӑ. Полицейскисем чӳречене ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ, ҫамрӑксене илсе тухнӑ.