Вӑл пушарта виҫӗ ҫынна ҫӑлнӑ. Сӑмах Муркаш районӗнчи пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗ Юрий Варюхин пирки пырать.
Ӗнер ирхине Юрий Варюхин яланхи пекех ӗҫе кайма тухнӑ. Мӑн Тутаркас ялӗ патне ҫитсен хайхискер пӗр йывӑҫ ҫуртӑн тӑрри айӗнчен тӗтӗм йӑсӑрланнине курнӑ. Ҫак ялта пурӑнакан 64 ҫулти арҫыннӑн килӗ ҫуннӑ-мӗн.
37-мӗш пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗ часрах унта васканӑ. Шалта ӳсӗр виҫӗ арҫын пулнӑ. Юрий Варюхин вӗсене уҫӑ сывлӑша илсе тухнӑ. Арҫынсем пульницӑна кайма хирӗҫленӗ.
Часах вырӑна пушарнӑйсем ҫитнӗ. Пушара виҫӗ автоцистернӑпа сӳнтернӗ. Пӳртӗн шиферпа витнӗ тӑрри ҫунса кайнӑ.
Халӗ пушар мӗнле тухнине тӗпчеҫҫӗ.