Шупашкарта пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсене халалланӑ палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Кун пирки ЧР МЧСӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ку монумента уҫасси пирки тахҫанах, 2013 ҫулта, шухӑшланӑ. 2014 ҫулта пултарулӑх конкурсне ирттересси пирки пӗлтернӗ. Укҫа-тенкӗ пухса пӗтерсен монумента тума тытӑннӑ.
Палӑка кӑҫал ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче уҫнӑ. Ӑна шӑпах Раҫҫейри пушар хуралӗн кунӗ умӗн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта Пӗтӗм Раҫҫейри пушар обществин хастарӗсем, пушар хуралӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем, кадетсем, хӑнасем хутшӑннӑ. Чи малтан пурне те ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин саламланӑ.
Палӑк арка евӗр. Тӑрринче – Турӑ Амӑшӗн турӑшӗ. Монумента Шупашкарти 4-мӗш пушарпа ҫӑлава чаҫӗ умне вырнаҫтарнӑ.