Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, литературӑпа ӳнер енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх премийӗн лауреачӗ Светлана Андреева 50 ҫул тултарнӑ.
Лауреат тата тава тивӗҫлӗ ятсене сцена ӑсти ҫамрӑклах тивӗҫнӗ: преми лауреатне – 2004 ҫулта, хисеплӗ ята – 2005 ҫулта.
Светлана Владимировна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Акшик ялӗнче ҫуралнӑ. 1993 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ.
Артистка сӑнарсене ӗнентерӳллӗ калӑпланипе пӗрлех хитре сӑнӗпе, уҫӑ та янӑравлӑ сассипе куракансене килӗшет. Унӑн тӗп хӑйнеевӗрлӗхӗ – артистланнине кӑтартманни. «Хӗр ҫураҫма кайсан» спектакльти Фиса-и вӑл е «Шӑпчӑк юрланӑ каҫри» Инга-и, «Йывӑҫсем вилӗме пуҫ таймаҫҫӗ» спектакльти Марта-Изабелла-и е «Тухса каяс умӗн» спектакльти Иринка-и, «Тӑлӑх арӑмсен йӑпатмӑшӗнчи» Грациелла-и е «Пуса каччинчи» Света-и т.ыт.те – Светлана Андреева калӑплакан кашни сӑнар куракана тыткӑнлать.
Кӑҫал «Чӑваш Республикинчи ял территорийӗсене аталантарасси» программӑпа килӗшӳллӗн 7,5 ҫухрӑм газ пайлакан сеть тӑвӗҫ. Газопровод туни Комсомольскинчи 70 ҫурта, Йӗпреҫ районӗнчич Кӗлӗмкассинчи 56 пӳрте, Вӑрмар районӗнчи Тупах ялӗнчи 30 ҫурта, Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗнчи 21 пӳрте газпа тивӗҫтерме пулӑшӗ. Паянхи кун тӗлне Йӗпреҫ, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ районӗсенче строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ.
Ҫак программӑпа килӗшӳллӗн халӑха пахалӑхлӑ таса шывпа тивӗҫтерес енӗпе те ӗҫлеҫҫӗ – 8,2 ҫухрӑм тӑршшӗ шыв пӑрӑхӗ хута яраҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Акшик ялӗнче 140 ҫынна таса шывпа тивӗҫтерӗҫ, Элӗк районӗнчи Юнтапа тата Ҫӗнкас ялӗсенче – 208 ҫын таса шывлӑ пулӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Акшик ялӗ ҫывӑхӗнче пӗвере арҫын путса вилнӗ. Вӑл пӗлӗшӗсемпе пулла кайнӑ.
Арҫын 43 ҫулта пулнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем пӗве патне ҫитсен расна ҫыран хӗррине вырнаҫнӑ. Кӑштахран пӗри теприне куҫран ҫухатнӑ. Малтанах япӑххи пирки шутламан-ха вӑл, лешӗ яла тӑванӗсем патне кайнӑ тесе шухӑшланӑ. Анчах пӗлӗшӗ ларнӑ вырӑнтан иртсе кайнӑ чухне йӑлтах ӑнланнӑ: путнӑ иккен.
Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. МЧС асӑрхаттарать: пулӑра хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнмалла. Ҫакна шута илменни ав мӗн патне илсе ҫитерет.
2005 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Президенчӗ кӑларнӑ 30№ «Йывӑҫ лартса упра» Йывӑҫ кунне ирттересси ҫинчен» Хушӑвне пурнӑҫлас тӗлӗшпе, тата экологиллӗ воспитанин шайне ӳстерес енӗпе, тавралӑха хӑт кӗртсе симӗслетес тӗлӗшпе Октябрьски ял тӑрӑхӗнче Йывӑҫ кунне ирттерчӗҫ.
Уйрӑмах Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Октябрьски вӑтам шкулӗнче веренекен ачасем хастаррӑн хутшӑнчӗҫ — ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Акшик ялӗ ҫумӗнчи ҫул хӗррипе кӑҫал вӗсем 900 ытла хыр лартрӗҫ. Пурӗ 8 пин лартма планланӑран хӑйсен ӗҫне пӑрахмӗҫ — палӑртнӑ ӗҫӗ туса пӗтерме шантараҫҫӗ.
Паян ирхине ман Чӑваш Республикин ҫурт-йӗр тата обществӑллӑ инфраструктура аталанӑвӗн министерствине кӗрсе тухма тӳр килчӗ. Сӑлтавсӑр мар ӗнтӗ — Кадыков урамӗн 21-мӗш ҫуртӗнче пурӑннӑран обществӑллӑ транспорт патне ҫитме Кадыковпа Бауман урамӗсен тӑваткалӗ урлӑ иртме тивет. Кунта вара ҫул каҫма питӗ кансӗр — светофор ҫукран машинсем унталла-кунталла вӗҫтереҫҫӗ кӑна. Ӗнер каҫхи ҫапла шутларӑм-шутларӑм та министр ҫумӗ пулса ӗҫлекен Якур Иванччӑ пӗлӗш патне кӗрсе тухас терӗм — тен ҫак вырӑнта светофор лартас ыйтӑва татса пама пулӑшӗ. Калаҫу ҫӑмӑлрах ирттӗр тесе ҫуттине те илтӗм — унсӑр хӑнана ҫӳремеҫҫӗ-ҫке.
Шел те Якур Иванччӑ ман ыйтӑва татса параймарӗ. Министрерствӑра ман ыйтусӑр та ӗҫ нумай иккен — Шупашкарта метро ҫук пулин те обществӑллӑ транспорчӗ пайтах — хӑлтӑр-халтӑр автобусӗсем, троллейбусӗсем кунӗн-ҫӗрӗн пӗр-пӗрин хыҫҫӑн умлӑн-хыҫлӑн хула урамӗсем тӑрӑх хутлаҫҫӗ. Вӗсенче те хӑрушсӑрлӑха ӳстермелле иккен — ҫавӑнпа Якур Иванччӑ ман алла тытса саламларӗ те тӳрех темле канашлӑва юхтарчӗ. Эп вара «Салам!» — теме ҫеҫ ӗлкӗртӗм. Министерство коридорӗнче ҫынсем кӑткӑ йӑвинчи пек хӗвӗшнине курсан ман ыйту мӗн тери пӗчӗк пулнине туйса илтӗм те каялла ҫул тытрӑм.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |