Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчи политика партийӗсен тӑватӑ фракцийӗн представителӗсемпе тата РФ Патшалӑх Думин депутачӗсемпе тӗлпулнӑ.
Калаҫӑва РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем: Валентин Шурчанов (РФКП рескомӗн пӗрремӗш секретарӗ), Олег Николаев («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫи), Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин ертӳҫин Дмитрий Медведевӑн регионти йышӑну пӳлӗмӗн ертӳҫи Николай Николаев, РЛДП фракцирен суйланнӑ Константин Степанов —хутшӑннӑ.
Тӗлпулӑва уҫнӑ май Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев депутатсене политика тӗлӗшӗнчен тӗрлӗ шухӑшлӑ пулсан та республика ырлӑхӗшӗн пӗрле тухӑҫлӑ ӗҫлесе пынӑшӑн тав тунӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, саккунсем, нормӑпа право акчӗсене йышӑннӑ чухне яланах пӗр-пӗрин сӑмахне итлеме тата илтме тӑрӑшнине каланӑ.