Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чӑваш Енри нумай ачаллӑ хӗрарӑмсем черет тӑрасшӑн мар

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Вика Сорокина 02.09.2018 05:13 | 437 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Олег Николаев депутат нумаях пулмасть Шупашкарта усламҫӑсемпе тӗл пулнӑ. Унта пынӑ хӗрарӑмсенчен ытларахӑшӗ — нумай ачаллисем тесе пӗлтереҫҫӗ «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗнче.

Депутатпа курнӑҫма хӗрарӑм-усламҫӑсем йышлӑн ҫитнӗ. Вӗсем икӗ е виҫӗ ача ӳстереҫҫӗ иккен. Социаллӑ пулӑшу илес тесен тӗрлӗ справка кашнинче ҫӗнӗрен пухасси вӗсене кӑмӑлсӑрлантарать. «Нумай ачаллисене ытти регионти пекех ятарлӑ удостоврени пама йывӑр-шим?» — кӑсӑкланнӑ амӑшӗсем. Вӗсенчен пӗри нумаях пулмасть Крымра пулнине, унта пур ҫӗрте черет пулнине аса илнӗ. Черетрисенчен хӑшӗсем нумай ачаллине ҫирӗплетсе паракан удостоврени кӑтартаҫҫӗ-мӗн те (вӑрҫӑ ветеранӗсем пек) мала иртеҫҫӗ иккен. «Чӑваш Ен правительстви мӗншӗн ҫавӑн пек йӗрке йышӑнмасть?» — кӑсӑкланнӑ Крымри хӗрарӑмсене ӑмсаннӑ май Чӑваш Енри усламҫӑ-амӑшӗ.

#политика, #тӗлпулусем, #ҫӑмӑллӑхсем, #партисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Элтепер пуканӗ Николаева е Князева лекӗ-и?
2017, 10, 09
Республика Элтеперӗ Валентин Шурчанова тав тунӑ
2017, 11, 07
Пенси реформине хирӗҫҫисене чӑрмантарса виҫӗ мӑшӑр ташша тухнӑ
2018, 07, 18
Пенси реформине камсем майли паллӑ
2018, 07, 20
Етӗрнере те оппозицие пухӑва кӗртмен
2018, 08, 14

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org