Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Октябрьти Аслӑ революци пулнӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗпе Валентин Шурчановпа тӗл пулнӑ.
Вӗсем пӗрне-пӗри ҫак паллӑ кунпа саламланӑ, Раҫҫей шӑпишӗн пысӑк витӗм кӳнине каланӑ тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ.
Михаил Игнатьев 1917 ҫулхи революци XX-мӗш ӗмӗрти чи паллӑ пулӑмсенчен пӗри пулса тӑнине, вӑл Раҫҫей историйӗн аталанӑвне улӑштарнине, Пӗтӗм тӗнчери пулӑмсене витӗм кӳнине палӑртнӑ. Историне яланах ӑша хывса пурӑнмалла, унӑн урокӗсене пӗлмелле тесе каланӑ.
Коммунист-депутатпа Элтепер бюджет политикипе ҫыхӑннӑ пыйтусене хускатнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика интересӗсене федераци шайӗнче хӳтӗленӗшӗн РФ Патшалӑх Думин депутатне тав тунӑ.