Раҫҫей шалти ӗҫсен министерствин Етӗрне районӗнчи уйрӑмӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Районӑн тӗп полицейскийӗн тивӗҫӗсене малашне Василий Белов пурнӑҫласа пырӗ. Кун пирки «Ӗҫ ялавӗ» хаҫат сайчӗ хыпарлать.
Василий Геннадьевич ҫак таранччен Раҫҫей ШӖМӗн Ҫӗмӗрлери муниципалитетсен хушшинчи уйрӑмӗн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. Хӑй вара Улатӑр районӗнче ҫуралса ӳснӗ, авланнӑ, икӗ ача ашшӗ.
Районти полици ӗҫченӗсене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Александр Смирнов паллаштарнӑ. Ҫавӑн пекех Василий Белова район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Софронов, район прокурорӗ Юрий Фуражников тата Етӗрнери районсен хушшинчи следстви уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Яковлев малашнехи ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ.