Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Муркаш районӗпе Ҫӗнӗ Шупашкар хулине ҫул-йӗр программинчен кӑларма пултараҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 12.09.2017 19:56 | 1501 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

ЧР Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫапла пӗлтернӗ: Ҫӗнӗ Шупашкар хулипе Муркаш районне «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» программӑран кӑларма пултараҫҫӗ. Мӗншӗн? Ҫул-йӗре вӑхӑтра туса пӗтерейменшӗн.

Проектпа килӗшӳллӗн, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Шупашкар тата Муркаш районӗсенчи 119 ҫул ҫинче юсав ӗҫӗсем пынӑ. Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗ тӗлне 31 ҫул ҫинче ҫеҫ ӗҫ вӗҫленнӗ. Уйӑрнӑ 1,2 миллиард тенкӗрен 517,2 миллион тенкине кӑна тӑкакланӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Муркаш районӗнче ҫулсене вӑхӑтра туса пӗтермесен те пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа Иван Моторин унти подрядчиксене васкатать, ҫулсене юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Асӑнна муниципалитетсем хушнине пурнӑҫламасан вӗсене программӑран кӑларӗҫ.

#ҫул-йер, #Муркаш районӗ, #Шупашкар, #Шупашкар районӗ, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем