Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Культура
![]() Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ черетлӗ, ҫапах та ыттисенчен уйрӑлса тӑракан сезона уҫрӗ. Артисчӗсем те ытти чухнехиллех выляҫҫӗ-ха, спектакле лартаканнисем те яланхиллех тӑрӑшнӑ-ха. Тӗп расналӑхӗ — А. Островский пьеси тӑрӑх Хусанта лартнӑ «Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн» спектакльтен театр летопиҫне пуҫарнӑ культура тата ӳнер учрежденийӗ хӑйӗн асамлӑ чаршавне хальхинче ҫӗрмӗш сезон уҫни. Хальхинче куракана «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакль кӑтартрӗҫ. Театра килекенсене ҫак ятпа хаваслӑ сӑнарсем урамранах кӗтсе илчӗҫ. Юбилейлӑ сезона Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та килсе ҫитрӗ. Спектакль умӗн вӑл театрӑн артисчӗсене хисеплӗ ят панине ӗнентерекен паллӑсене пачӗ. Аса илтерер, Сергей Иванова маларахах Чӑваш халӑх артисчӗ ята пама йышӑннӑччӗ, Аркадий Андреева — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |