Политика
![]() Вадим Николаев РФ Федераци Канашне Чӑваш Енрен сенатора суйланӑ Вадим Николаев Валентина Матвиенко спикер умӗнче аван мар лару-тӑрӑва лекнӗ. Ҫитменнине тата ларӑва Интернет урлӑ трансляциленӗ. Сенаторсем «Об обязательном страховании гражданской ответственности владельцев транспортных средств» (чӑв. Транспорт хатӗрӗсен хуҫисен гражданла яваплӑхне обязательнӑй йӗркепе страхласси ҫинчен) федераци саккунне улшӑну кӗртессине пӑхса тухнӑ. Ҫӗнӗлӗх пирки профильлӗ комитет ертӳҫин ҫумӗ Николай Журавлев сӑмах вӗҫлесе ытти депутат саккуна сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Вадим Николаев транспорта хӑш вӑхӑтра юсамаллине палӑртнипе палӑртманнипе кӑсӑкланнӑ. Ӑна вара маларах докладчик та асӑнса хӑварнӑ. «Ларӑва хатӗрленнӗ чух саккуна вуламалла, Вадим Иванович», — тенӗ Валентина Матвиенко спикер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ умӗн Чӑваш Енре ҫулсеренех «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртет. Республикӑн Культура министерстви, Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ тата республикӑри театрсем пӗр шухӑшлӑн йӗркелекен конкурса яланах хамӑр патри тӳресем хаклаканччӗ. Кӑҫал ютри ҫынсем те комисси йышне лекнӗ. «Советская Чувашия» хаҫатӑн журналисчӗ Рита Кириллова пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳресен ертӳҫи — театр критикӗ, искусствоведени кандидачӗ Ирина Мягкова. Унсӑр пуҫне йышра Ӗпхӳри «Нур» тутар театрӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Дина Давлетшина, Чӗмпӗрти пукане театрӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Олеся Кренская пур. Вӗсен пӗтӗмпе тӑхӑр спектакль пӑхса хакламалла. Ҫӗнтерӳҫӗсене К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта федерацин Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчи саккун кӑларакан органсен пайташӗсем канашланӑ. Йӑлана кӗнӗ пуху черетленсе тӗрлӗ регионта иртет. Хальхинче Шупашкара килнӗ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пуҫтарӑннӑ хӑнасене тӗрлӗ ҫӗре илсе кайса кӑтартнӑ. Паянхи ларӑвӑн кун йӗркине кӗртнӗ тепӗр пысӑк ыйту – йӑлари хытӑ каяшсене тирпейлесе ҫыхӑннӑ ыйту. Ҫавна май кӳршӗллӗ регионтан килнисене ҫав енӗпе ӗҫлекен е унпа ҫыхӑннӑ объектсене кайса кӑтартнӑ: Шупашкарти «Заовражная» шыв тасатакан станцие, Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӳп-ҫап полигонне тата ҫӳп-ҫапа уйӑракан савута, Биологилле тасатмалли сооружение. Ӗҫ кунне вӗҫленӗ май Правительство ҫуртӗнче анлӑ лару иртнӗ. Унта РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи тулли праваллӑ пайташӗн ҫумӗ Игорь Паньшин хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ефим Никитина асра тытса чечек хунӑ Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Арапуҫӗнчи Культура ҫуртӗнче Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Ефим Никитин ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине асӑнса уява пуҫтарӑннӑ. Арапуҫӗнче 1912 ҫулта ҫуралнӑ сумлӑ ентешне манманнине палӑртакан мероприятие район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Тихонов, вӑрмарсен Шупашкарти ентешлӗхӗн ертӳҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш пукане театрӗн илемлӗх ертӳҫи Юрий Филиппов, Чӑваш радио шеф-редакторӗ Ольга Туркай, Чӑваш Республикинчи ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Василий Пушкин хутшӑннӑ. Пуҫтарӑннисем Ефим Никитин Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннине асра тытса ялти палӑк умне (сӑмахӑм — вӑрҫӑра вилнисене асра тытса лартни пирки) чечек те хунӑ. Ефим Никитин — 15 пьеса авторӗ. Унсӑр пуҫне вӑл чӑн-чӑн сцена ӑсти пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне Ҫӗнӗ Шупашкара кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ чарӑнӑва каялла тавӑрма шантарнӑ. Кун пирки Михаил Игнатьев Элтепер ӗнер, пушӑн 23-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннипе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗ. Хулари Совет урамӗн 73-мӗш ҫурчӗ патӗнчи чарӑнӑва ҫул ҫаврине юсанӑ хыҫҫӑн пӗтернӗ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Шупашкар енчен килекенсем валли хӑварнӑ. Сӑмах «19-мӗш шкул» чарӑну пирки пырать. Тӗлпулура Галина Филиппова ҫынсен нуши пирки каласа панӑ: «Чарӑну малтан пурччӗ. Ҫул ҫаврине юсанӑ хыҫҫӑн Шупашкар енчи чарӑну юлчӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар енчийӗ вара ҫухалчӗ. Ҫӑкӑ халӑха кансӗрлет». Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗнче хыпарланӑ тӑрӑх ку тӗлӗшпе ӗҫе пуҫӑнма Михаил Васильевич Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Игорь Калиниченкӑна хушӗ, ӗҫ-пуҫ мӗнле пынине хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Иккӗмӗш ҫавра. Чӗре кӑварне таптакансем
«Эпир хамӑр ӑсласа илме хӑтланнин тӗллевӗ пирки ак мӗн калам: шухӑшлавра пирӗн ансат тата куҫа курӑнман утӑм тума май, вырӑн хатӗрлемелле. Пур-ӑ-нӑҫ (бытие) ҫынна — тӗшши-тупсӑмӗ тӗлӗшӗнчен — хӑйӗн ытамне йышӑнма пултартӑрччӗ. Хатӗрлекен шухӑшлавра кирек епле пӗр шухӑшлӑ шухӑшлав та вырӑнлӑ. Пӗлтерӗш тата усӑ пирки ӑшталанни ҫук кунта. Ку вӑл — ака вӑхӑчӗ. Акаканнисем, тен, ни калча шӑтнине, ни пучах тулнине кураймӗҫ. Вырма тухӑҫӗ пирки те пӗлеймӗҫ. Вӗсен ака ӗҫне хатӗрлемелле. Акана тухиччен суха тумалла. Унччен вара уйне тупмалла, ака-сухана юрӑхлӑ тумалла. Туйӑм-сисӗмре тупӑнӗ ҫак уй. Чи кирли — ҫак уя илсе каякан ҫулпа пырасси. Ҫав уя тухакан эпир пӗлмен ҫулсем тӗнчере пайтах. Анчах кашни шухӑшлакана пӗр ҫул кӑна панӑ. Ку вӑл — ун ҫулӗ. Каллӗ-маллӗ, каллӗ-маллӗ ҫӳремелле ҫав ҫула такӑрлатма. Ҫак ҫул ҫинче кӑна (урӑх ниҫта та мар) пӗлме май пуррине калама хӑнӑхиччен ку ҫул нихҫан та ун пулмӗ» (Хайдеггер Мартин. Слова Ницше «Бог мертв» // Вопросы философии. |
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ҫынсем те Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче ҫӗр лаптӑкӗ илме пултарасси пирки унччен ҫырса кӑтартнӑччӗ. Пирӗн ентешсем унта лаптӑк илес тесе заявлени ҫырса панӑ. «Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи гектар ҫинчен» саккунӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрне пурнӑҫласси Раҫҫейре нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Ҫак тапхӑрта ҫӗршыври 17 пин ытла ҫын унта ҫӗр лаптӑкӗ илесси пирки заявлени ҫырнӑ. Пирӗн республикӑра пурӑнакан 50 ҫын та унта ҫӗр лаптӑкӗллӗ пуласшӑн. Аса илтерер: ҫӗр лаптӑкне пилӗк ҫуллӑха параҫҫӗ. Кайран ӑна тара илме е харпӑрлӑха куҫарма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти тепӗр предприятире ӗҫ укҫине япӑх тӳлеме тытӑннӑ. Чӑлха хапрӑкӗнче ҫынсем виҫҫӗмӗш уйӑх ӗнтӗ шалу илеймеҫҫӗ. Ҫынсен тӳсӗмлӗхӗ пӗтнӗ. Вӗсем предприяти умне пухӑннӑ. Хапрӑкра тӑрӑшакансем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене раштав уйӑхӗренпе укҫа паман. Паянхи кун тӗлне парӑм 6 миллион тенке ҫитнӗ. Харпӑкри лару-тӑру хӑҫан лайӑхланасси паллӑ мар-ха. Пуҫлӑх та час-часах улшӑнать. Ҫынсенчен чылайӑшӗ унта тахҫантанпах ӗҫлет. Халӗ вӗсене ӗҫ вырӑнӗ тупма йывӑр. Тӗрӗссипе, харпӑкра ӗҫ те ҫук. Ҫынсем уйӑхне 2–3 кун кӑна станок умне тӑраҫҫӗ. Ку уйӑхра ав пачах ӗҫлемен. Ҫавна май ӗҫ укҫи те пӗчӗк: 7–8 пин тенкӗ. Хӑш чухне 5 пин тенкӗ илни те пулнӑ. Предприятие Наталья Емельянова ертсе пырать. Харпӑк умне пухӑннӑ ҫынсене вӑл шала кӗме ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн ҫынсене раштав уйӑхӗнчи шалӑва тӳлеме тытӑннӑ. Эрне вӗҫнелле раштаври ӗҫ укҫине парса татма шантарнӑ. Ака уйӑхӗнче вара харпӑка туллин ӗҫлеттерсе яма палӑртнӑ. Хальлӗхе станоксем материал туянма укҫа ҫитменрен чарӑнса ларнӑ. Правительствӑра харпӑкри лару-тӑрӑва сӑнасах тӑраҫҫӗ. Предприяти хупӑнасси пирки калаҫмаҫҫӗ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Юрий Кручинин должноҫрен вӑхӑтсӑр каясси пирки заявлени ҫырнӑ. Юрий Курчинин парламентарин общество институтӗнчен каяссине патшалӑх строительствин, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх управленийӗн, регламент тата депутат этикин комитечӗн ларӑвӗнче (вӑл пуш уйахӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ) пӑхса тухнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн ҫитес вӑхӑтра, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, иртекен сессинче ӑна должноҫрен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Юрий Сергеевич Кручинин ку должноҫре 2012 ҫултанпа ӗҫлет. Унччен вӑл ЧР прокуратурин органӗсенче, адвокатра тӑрӑшнӑ. Хӑй вӑл Мари Республикинчи Чикмере 1958 ҫулта ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Чувашская энергосбытовая компания» (чӑв. Чӑваш энерги сутакан компани) умӗнче парӑм виҫи ӳссе кайнӑ. Нарӑсӑн 1-мӗшӗ тӗлне вӗсене тӳрреммӗн тӳлекен Чӑваш Ен ҫыннисем пурӗ 208,4 миллион тенкӗ таран парӑма кӗнӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан ку виҫе 50 миллион ытларах. Каласа хӑварас пулать, тӳрреммӗн тӳлекенсен йышӗ республикӑра 384 пин абонент ытла шутланать. Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен пӗрлешӗвӗсем, ертӳллӗ (управляющи) компанисем тата ытти ҫавӑн йышши пӗрлӗхсем те парӑмра, вӗсен виҫи 326 миллион ытла. «Чувашская энергосбытовая компания» акционерлӑ общество аслӑрах «ЭСК РусГидро» акционерлӑ обществӑн «ачи» шутланать. Парӑмсем ытла ӳссе кайнине пула энергетиксем парӑмҫӑсенчен хытӑрах ыйтасшӑн. Уйрӑм ҫынсенчен те, управляющи компанисенчен те парӑма илес тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ. | ||
| Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |