Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Хулара
![]() Шупашкар хулинчи Мускав районӗн сучӗ Университет урамӗнчи «Салам» апат-ҫимӗҫ лавккине иккӗмӗш хутчен хупма йышӑннӑ. Санитарипе эпидемиологи йӗркине пӑснӑшӑн хальхинче алӑксем ҫине 40 кунлӑха ҫӑра ҫакнӑ. Аса илтерер, пӗрремӗш хут ку лавккана кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ӗҫлеме чарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑхӑт самай панӑ пулин те лавккара вентиляци тытӑмне ҫаплах йӗркене кӗртмен. Производство цехӗ пӗр пӳлӗмре вырнаҫнӑ, таса мар ҫимӗҫ те, хатӗр продукци те пӗр сӗтел ҫинчех упраннӑ, вӗсене пӗр ҫӗртех ҫунӑ. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫлакан приставсем кухньӑри хатӗр-хӗтӗре, лавккана кӗмелли алӑка пичетленӗ. 40 кунран лавкка шӑпи татӑлӗ: ӑна ӗҫлеме ирӗк парӗҫ е тата та хупӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |