Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.0 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ялавӑр

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Ӗнер хыпар ҫитрӗ, Ялавӑрта (Чӗмпӗр облаҫӗ) иккен Алексей Ургалкинӑн палӑкне уҫнӑ. Чаплӑ япала — хамӑрӑн паллӑ ҫынсене асра тытма кунашкал бюстсем тем тесен те питӗ кирлӗ. Уйрӑмах вӗсен тӑван ялӗсенче. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ сӑваплӑ ӗҫ туса ирттернӗ, Олег Мустаева ҫакӑншӑн пысӑк тав сӑмахӗ каламалла.

Ҫавах та пӑшӑрханмалли те ҫук мар. Темшӗн бюстӑн постаментӗнчи ҫыпӑҫтарнӑ чул ҫине сӑмахсене вырӑсла кӑна касса хунӑ. Вырӑнти чӑвашсем хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫырма вӑтаннӑ пуль терӗм те автономи ертӳҫи эп йӑнӑшни пирки каларӗ: «Микула тусӑм, чиновниксемпе ҫапӑҫса халтан кайрӑм ирӗк памарӗҫ. Эпир чӑваш республикинче мар терӗҫ», — хуравларӗ (орфографине сыхласа хӑварнӑ /WhatsApp-па ҫыхӑнса, ҫавна май орфографи ҫине тӑрӑнмасан та юрӗ. Тӗллевӗ кунта — информацие ман пата мӗнле ярса панӑ ҫавӑн пекех сире тивӗҫтересси/ — Авт.).

Чӑн та Чӗмпӗр облаҫӗ Чӑваш Республики мар. Анчах та ку пӗрре те чӑваш чӗлхипе усӑ курма чӑрмав кӳмелле мар пек.

Малалла...

 

Кӳршӗре
Ургалкин бюсчӗ
Ургалкин бюсчӗ

Иртнӗ шӑматкун, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, кӳршӗри Чӗмпӗр облаҫӗнче савӑнӑҫлӑ уяв туса Ургалкин Алексей Константинович бюстне уҫнӑ. Ку ӗҫе облаҫри чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркеленӗ. «Пулӑшакансене пурне те пысӑк тав!» — тесе пӗлтерчӗ автономи ертӳҫи Олег Мустаев.

Бюст ҫине «Ургалкин Алексей Константинович. Народный артист СССР. Родился 30 марта 1910 г. в селе Елаур. Выдающийся деятель чувашской культуры» тесе ҫурнӑ.

Ургалкин Алексей Константинович, — пӗрремӗш чӑваш артисчӗсенчен пӗри. Вӑл 1910 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче халь Сенгилей районне кӗрекен Ялавӑр ялӗнче ҫуралнӑ. 1931–1932 ҫулсенче Магнитогорскри Ӗҫлӗ ҫамрӑксен театрӗн студинче пӗлӳ пухнӑ. 1936 ҫулта Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ, унта вӑл мӗн виличчен хӑйӗн пултарулӑхӗпе халӑха савӑнтарнӑ. 1981 ҫулта Шупашкарта вилнӗ.

 

Чӑвашлӑх

«Idel.Реалии» сайтра чӑваш наци юхӑмӗн 90-мӗш ҫулсенчи хастарӗпе Виктор Егоровпа интервью пичетленнӗ. 1989 ҫулта ҫак ҫын Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑвашсен И.Н. Ульянов ячӗллӗ культурӑпа ҫутӗҫ обществине йӗркеленӗ, ӑна хӑех темиҫе ҫул ертсе пынӑ.

Виктор Аванмарта халӗ художник тата скульптор евӗр пӗлеҫҫӗ. Хушма ятӑн пӗлтерӗшне тавҫӑрма йывӑр мар: аван + мар + арт (ӳнер).

Виктор Ааванмарт чӑваш наци уявӗсене епле ирттернине те каласа кӑтартнӑ. Пӗлтӗр вӑл Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ялавӑрта Акатуйра пулнӑ иккен. Уявра казаксен хорӗ, районти культура ҫуртӗнчи тата вырӑнти артистсем юрланӑ. Ларекра тавар сутакансем чӑвашла юрланисӗр пуҫне сцена ҫинче пӗр чӑваш юррине те илтмен Виктор Аванмарт.

Шкулсенче чӑваш чӗлхине хальхи пек пӗчӗк шайра вӗрентни наци туртӑмӗнчен пистерекен прививкӑпа тан тесе шухӑшлать вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.idelreal.org/a/29154063.html
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 13

1889
137
Пазухин Петр Васильевич, халӑх юрри-кӗввине пухаканӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Чӗмпӗр «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1924
102
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист ҫуралнӑ.
1961
65
Шупашкарти пӗр урама Гагарин ятне панӑ.
1961
65
Кураков Александр Николаевич, чӑваш актёрӗ ҫуралнӑ.
2003
23
Илепер Григорий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2006
20
Терентьев Геннадий Терентьевич, паллӑ чӑваш драматургӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та