Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Кӳршӗре
![]() Ургалкин бюсчӗ Иртнӗ шӑматкун, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, кӳршӗри Чӗмпӗр облаҫӗнче савӑнӑҫлӑ уяв туса Ургалкин Алексей Константинович бюстне уҫнӑ. Ку ӗҫе облаҫри чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркеленӗ. «Пулӑшакансене пурне те пысӑк тав!» — тесе пӗлтерчӗ автономи ертӳҫи Олег Мустаев. Бюст ҫине «Ургалкин Алексей Константинович. Народный артист СССР. Родился 30 марта 1910 г. в селе Елаур. Выдающийся деятель чувашской культуры» тесе ҫурнӑ. Ургалкин Алексей Константинович, — пӗрремӗш чӑваш артисчӗсенчен пӗри. Вӑл 1910 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче халь Сенгилей районне кӗрекен Ялавӑр ялӗнче ҫуралнӑ. 1931–1932 ҫулсенче Магнитогорскри Ӗҫлӗ ҫамрӑксен театрӗн студинче пӗлӳ пухнӑ. 1936 ҫулта Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ, унта вӑл мӗн виличчен хӑйӗн пултарулӑхӗпе халӑха савӑнтарнӑ. 1981 ҫулта Шупашкарта вилнӗ. ch | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |