К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ака уйӑхӗн 8–9-мӗшӗсенче Питӗр хулинче гастрольте пулассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Шупашкарти артистсем Литейнӑй проспектӗнчи Патшалӑх драма театрӗн сцени ҫине ҫине тухнӑ. Гастрольти пӗрремӗш кун вӗсем И.С. Максимов-Кошкинский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакле кӑтартнӑ, ӗнер — Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Туя туй пек тӑвар-и»? камите.
Артистсене халӑх ӑшшӑн йышӑннӑ. Спектакль вӗҫленсен те куракансем артистсене сцена ҫинчен чылайччен яман, «Маттур, маттур!» — тесе пӗр саслӑн кӑшкӑрнӑ. Чӑваш спектаклӗшӗн тунсӑхланӑ куракансем Шупашкарти драма театрӗн артисчӗсен пултарулӑхӗпе кӑмӑлтан киленнӗ.