Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.0 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Етӗрне районӗнче театр кунӗ иртнӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 20.02.2018 21:01 | 847 хут пӑхнӑ
Культура

Паян Етӗрне районӗнче театр кунӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ 100 ҫул тултарнине халалланӑ.

Етӗрне районӗ пултаруллӑ ҫынсемпе мухтанма пултарать. Района килнӗ артистсенчен пиллӗкӗшӗ – етӗрнесем. Вӗсем – Василиса Петрова, Петр Садовников, Григорий Федоров, Ирина Иванова тата Надежда Зубкова.

Артистсем Етӗрнери 1-мӗш гимнази вӗренекенӗсемпе тӗл пулнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче унта Ирина Ивановӑпа Надежда Зубкова вӗреннӗ. Театр ӗҫченӗсем шкул ачисене хӑйсем пирки каласа кӑтартнӑ, артист профессине илес текенсене усӑллӑ сӗнӳ панӑ. Унтан вӗренекенсемпе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ.

Артистсем район администрацийӗнче те тӗлпулу ирттернӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсем культура ҫуртӗнче Федор Павлов пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Ялта» драма кӑтартнӑ.

#культура, #театрсем, #Етӗрне районӗ, #тӗлпулусем, #артистсем, #спектакльсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Ялта» ял-ял тӑрӑх ҫӳрет
2017, 07, 09
Сергей Ивановпа Петр Садовников артистсене вӗсене вӗрентнӗ профессор ырланӑ
2017, 09, 22
Чӑваш театрӗ 100-мӗш сезона уҫрӗ
2017, 09, 28
Академи драма театрӗ етӗрнесене савӑнтарӗ
2018, 02, 12
Фестивальти «Сарпике» балет «чӑнах та кӑсӑклӑ»!
2018, 02, 17

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org