Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре иккӗмӗш кун ҫумӑр пӗр чарӑнми тенӗ пек ҫӑвать. Чӗмпӗр хули ав шыв айне кайма пуҫланӑ. Нивушлӗ ҫулла ҫапла пулать? Синоптиксем кун пирки мӗн калаҫҫӗ-ха? «Известия» хаҫат порталӗнче синоптиксем Раҫҫейре ҫу мӗнле пулассине пӗлтерни пур. Гидрометцентр пуҫлӑхӗ Роман Вильфанд каланӑ тӑрӑх, ҫуллан иккӗмӗш пайӗ те халӑха савӑнтармӗ: смерчсем, вӑйлӑ аслатисем, вӑйлӑ ҫил пулӗҫ. «Смерчсем пирӗн патра сайра-хутра пулаҫҫӗ, ҫапах вӗсем пирӗн патра тӗл пулаҫҫӗ. Ҫил ҫеккунтра 20 метр ытларах вӗрсен ачасене урама кӑлармалла мар», - тенӗ Роман Вильфанд. Ҫӗпӗрпе Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче вара типӗ ҫанталӑк тӑрӗ, унта пушарсем алхасас хӑрушлӑх пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Уяв вӑхӑтӗнче халӑх гимн итленӗ самант Кӑҫал Чунҫӳреве 28-мӗш хут тухакансем Казахстанри Туркестана ҫитессине йышпа инҫе ҫула тухнӑ Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Аҫтахар Плотников пӗлтернӗччӗ. Пӗрремӗш чарӑну Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тукра пулнӑ — унта концерт лартнӑ. Сӑмах май, Казахстан чиккинчен виҫҫӗн иртеймен. Пӗри 18 ҫул тултарман, амӑшӗнчен ятарлӑ ирӗк пулман. Тепри ачин ҫуралнӑ хутне чикмесӗр тӗпренчӗкӗпе тухнӑ. 23 сехет хыҫҫӑн Казахстанра автобуссен ҫынсене турттарма юрамасть иккен — ку вӑл хӑрушсӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ. Мускав вӑхӑчӗпе иккӗччен чарӑнса тӑма тивнӗ. Чӑваш делегацийӗ ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Туркестана ҫитнӗ. Йыша унти университета вырнаҫтарнӑ, ирхине пӑтӑ ҫитернӗ. «50 градуслӑ шӑрӑхран тарса» олимп шкулӗн бассейнӗнче шыва кӗнӗ. Концерт та кӑтартнӑ. Аҫтахар Плотников пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑха «кӗтӗве картана хупланӑ пек хупламан». «Ирӗклӗ халӑха террор та хӑратмасть ӗнтӗ», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Аҫтахар Плотников. |
Республикӑра
![]() Канашра шкул директорӗ 6 ҫуллӑха йӗплӗ пралук леш енне кайма пултарать. Мӗнпе айӑпа кӗнӗ-ха вӑл? Директор виҫӗ вӗрентекене премисене каялла тавӑрса пама ыйтнӑ. Ку шкулта вак-тӗвек ӗҫсене пурнӑҫлама кирлӗ имӗш. Ҫапла майпа ӑна 14 пин тенкӗ тыттарнӑ. Анчах шкул ертӳҫи кунпа ҫеҫ ҫырлахман. Вӑл хӑйӗн ҫумне тата шкул умӗнхи ачасен воспитательне укҫа хушса тӳленӗ. Вӗсене ахальтен укҫа нумайрах паман вӑл. Ара, лешсем унӑн хӗрӗсем вӗт. Ҫапла майпа вӑл вӗсене 30 пин тенке яхӑн тӳленӗ. 26 пин тенкине вара хӑйӗн кӗсйине чикнӗ. Директор хӑтланӑвӗ шкула 44 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Акӑ мӗншӗн ун явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан Ольга Яфаркина 103-мӗш хутчен ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Хӑй вӑл Тутар Республикинче ҫуралнӑ, йышлӑ хресчен ҫемйинче ҫитӗннӗ. Ашшӗне кулак тесе айӑпласан ссылкӑна ӑсатнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗрачана Ҫӗмӗрлери тӑванӗсем илсе кайнӑ. Ольга темиҫе ҫултан каялла тӑван тӑрӑхнех таврӑннӑ. 1937 ҫулта вӑл ялти каччӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсен икӗ хӗр ҫуралнӑ. Мӑшӑрне вӑрҫа илсе кайнӑ, унта вӑл йывӑр аманнӑ, ҫапах, телее, киле таврӑннӑ. Каярахпа ҫемье Ҫӗмӗрле хулине пурӑнма куҫнӑ. Ольга Яфаркинӑна сумлӑ ҫуралнӑ кунпа саламламашкӑн тӳре-шара ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енри чи лайӑх вӗрентекенсемпе воспитательсене укҫан хавхалантарнӑ. Михаил Васильевич ку тӗлӗшпе хушу алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал республика шайӗнче иртнӗ конкурссенче ҫӗнтернӗ пилӗк педагогпа вӗрентекен хушма укҫа илӗҫ. Вӗсем 400 пин тенке пайлӗҫ. Трак шкулӗнчи Анастасия Васильева, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак шкулӗнчи социаллӑ педагог Татьяна Яжейкина, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Елена Порфирьева 50-шар пин тенкӗ илӗҫ. Шупашкарти 178-мӗш ача пахчин воспитателӗ Наталия Машанова – 100, Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулти Лариса Семенова, «Чӑваш Енри ҫулталӑкри вӗрентекен», 150 пин тенке тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енри пуян ҫемьесем те пуян мар тесе пӗтӗмлетме хистет аяларах илсе кӑтартакан статистика. Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви ҫумӗнчи Финанс министерстви ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче пурӑнакан пуянсен пурнӑҫ шайне черетлӗ хутчен хакланӑ. Чӑваш Енри пуян ҫемьесен уйӑхри тупӑш виҫи 288 пин тенкӗпе танлашнӑ. Уйрӑмах пуяннисен 1 проценчӗн тупӑшӗ кӑҫалхи ҫур ҫулта 651 пин тенкӗпе танлашнӑ. Чӑваш Енре ку хисеп — 288 пин тенкӗ. Пирӗн республикӑринчен те сахалтарах тупӑш курнӑ регион федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗрре кӑна. Вӑл — Мӑкшӑ Республики. Унти тупӑшлӑ ҫемьесем уйӑхсерен вӑтамран 277 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Тутарстанра пурӑнакан пайталлӑ ҫемьесем кӑҫалхи ҫур ҫулта уйӑхсерен вӑтамран 720 пин тенкӗ тупӑш курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Етӗрне районӗн тӗп пульницин инфекци уйрӑмне вӑхӑтлӑха хупнӑ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин порталӗнче пӗлтернӗ. Пульницӑна мӗншӗн хупнӑ-ха? Унта инфекционист тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ-мӗн. Тата пульницӑра юсав ӗҫӗсем ирттерме палӑртнӑ. Ҫак икӗ сӑлтава пула Етӗрне районӗн тӗп пульницин инфекци уйрӑмне ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗччен хупнӑ. Халӗ пациентсен ӑҫта каймалла? Камран пулӑшу ыйтмалла? Инфекци чирӗпе нушаланакансене Хӗрлӗ Чутай районӗн тӗп пульници йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Ҫӗрпӳ ярмӑркки уҫӑлнӑ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче мӗн авалтанпах халӑх Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен мӑнастиӗ умӗнчи лапама суту-илӳ тума пуҫтарӑннӑ. Таврари ялсенчен кӑна мар, Атӑлҫи тӑрӑхӗнченех унталла туртӑннӑ. Кирлӗ тавара халӗ таҫта та тупса илме пулать пулин те тахҫанхи йӑла пӑрахӑҫланмасӑр паянхи куна ҫитнӗ. Халӗ унта Раҫҫейӗн 20 хулинчен сутуҫӑсем, ал ӑстисем пуҫтарӑннине ӗнентерет Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи тӳре-шара. Хальхи саманара Ҫӗрпӳ ярмӑркки культурӑпа спорт мероприятине ҫаврӑннӑ тесен те юрать. Паян унта «Сохранение и передача национальных культурных традиций от матери к дочери, от отца к сыну» ятпа республикӑри курав ӗҫлеме тытӑннӑ, каҫпа ярмӑрккӑна тӳре-шара тата артистсем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем тухтӑрсем ҫитменнипе аптӑраҫҫӗ. Кадр йывӑрлӑхӗ ялсенчи ФАПсене кӑна мар, пульницӑсене те пырса тивет. Республикӑмӑрти сиплев учрежденийӗсене шурӑ халатлисем кирлине ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов тӗп врачсемпе ирттернӗ канашлура палӑртнӑ. Владимир Викторов республикӑра участокри терапевтсем тата педиатрсем 150-а яхӑн ҫитменнине пытарман. Фельдшерпа акушер пункчӗсенчен 48-шне фельдшерсем кирлӗ. Ҫак тухтӑрсем пурте пуҫламӑш звенорисем шутланаҫҫӗ. Вӗсем, тӗлӗнмеле пек те, анчах хуласенче пушшех сахал. Шкулсенче те тухтӑрсем пулмалла тӗллев лартнине кура кадр йывӑрлӑхӗ тата вӑйлӑрах сисӗннине тавҫӑрма йывӑр мар. ФАПсенче фельдшерсем ҫитменнишӗн ЧР Элтеперӗ хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар район пульницине сӑмах лектернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ӗнер пирӗн республикӑра вӑйлӑ ҫумӑр лӳшкессине, ҫил-тӑвӑл алхасассине синоптиксем ӗнер асӑрхаттарни тӳрре килчӗ. Вӑрмар районӗнчи Енӗшпуҫӗнче тата Ичеснер-Атайкассинче паян ирччен ҫутӑсӑр ларнӑ. Иртнӗ талӑкра пирӗн республикӑра вӑтамран 42 мм ҫумӑр ҫунӑ. Улатӑр тата Канаш хулисенче, Улатӑр, Пӑрачкав, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче талӑкра уйӑхри чухлӗ (58 миллиметртан пуҫласа 80 мм таран) ҫунӑ. Паянтан пуҫласа утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗчченех ҫанталӑк начар тӑмалла, инкек-синкек тухас хӑрушлӑх пысӑк. Ӗнер Канаш районӗнчи 11 ялта ҫутӑсӑр юлнӑ, анчах ятарлӑ службӑсем инкеке виҫӗ сехетре пӗтернӗ. Сӗнтӗрвӑрри хулинчи 97 ҫурт та пӗр вӑхӑтлӑха ҫутӑсӑр юлнӑ. Вӑрмар районӗнчи инкеке пӗтерессипе яваплӑ службӑсем паян ирпе те ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |