Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнче тетелӗ: Улатӑр районӗнче — интернетсӑр ялсем

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 11.10.2018 19:18 | 450 хут пӑхнӑ
Тӗнче тетелӗ

Чӑваш Енре тӗнче тетелне тухма ҫук ялсен переченьне ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.

Унта ҫырнине ӗненсен, тӗнче тетелне тухма май ҫук ялсем Чӑваш Енре — 15. Пурте вӗсем Улатӑр районӗнче вырнаҫнӑ.

Тӗнче тетелне кӗме май ҫук ялсен списокне республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Улатӑр районӗнчи 15 ялта «Интернет» информаципе телекоммуникаци сечӗ ҫук ҫеҫ мар, вӗсенче вай-фай урлӑ та тӗнче тетелне кӗреймӗн.

Тӗнче тетелне кӗме май ҫук ялсем Алтышево, Атратск, Иваньково-Ленински, Киров, Междуреченски, Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Первомайски тата Кивӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗсенче вырнаҫнӑ.

Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: Чӑваш Енри халӑх йышлӑ ялсене Ростелеком вай-фай точкисем вырнаҫтарчӗ.

#Кивӗ Эйпеҫ, #Киров, #Первомайски, #Иваньково-Ленински, #Атрать, #Алтышево, #Улатӑр районӗ, #тӗнче тетелӗ, #Междуреченски, #Ҫӗнӗ Эйпеҫ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шапашран килнӗ чухне ҫухалнӑ арҫынна шыраҫҫӗ
2017, 11, 03
Чукун ҫул тӑрӑх аялти тум вӗҫҫӗн утнӑ
2018, 01, 06
Пушартан шар курнӑ икӗ ҫемьене пулӑшу кирлӗ
2018, 04, 12
Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алтышево ҫыннисене ял пуласлӑхӗ ҫукки пирки хыттӑн каланӑ
2018, 08, 23
Чӑваш пуринчен чиркӳ хӑпартаҫҫӗ
2018, 10, 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org