Нумаях пулмасть Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая Алтышево ялӗн ҫыннисемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Ялта шкула хупнӑ-мӗн. Сӑлтавне тӳре-шара ӑнлантарнӑ: ял вилсе пырать, унӑн пуласлӑхӗ ҫук-мӗн. Халӑх хирӗҫлесе пӑхнӑ, анчах ку хӗрарӑма килӗшмен, хыттӑнрах калаҫнӑ.
- Пӗлтӗр 482 ҫын вилнӗ, 170 ача ҫуралнӑ. Ачасем ҫуккишӗн эпӗ айӑплӑ-им? Куншӑн эпӗ айӑплӑ-и? Пуласлӑх ҫук! Ӗҫ вырӑнӗсем ҫук! – тенӗ Нина Шпилевая. Унӑн сӑмахӗнчен ҫакна ӑнланмалла: ҫынсем нумайрах вилнине, ача сахалрах ҫуралнине пула шкул ыйтӑвӗ ҫивӗч.
Халӑх хирӗҫлени, шкула хуптарасшӑн марри уншӑн кӑсӑклӑ мар иккен. Шпилевая пӗр хӗрарӑмпа пачах калаҫма хирӗҫленӗ, ӑна пухуран та кӑларса яма хӑтланнӑ. Тӳре-шара Алтышево ҫыннисемпе пуху мӗнле ирттернине ҫак каҫӑпа кайсан курма пултаратӑр: http://www.online812.ru/2018/08/23/001/.