Пӑтӑрмахсем
![]() Етӗрне районӗнчи Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ хӗрарӑм ҫӗнех мар ноутбукшӑн судпа айӑпланнӑ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче вӑл хӑй ертсе пыракан ял тӑрӑхӗн балансӗ ҫинчи ноутбука шутран кӑларттарнӑ. Ҫав шутпа вӑл Етӗрне районӗнчи «Финанс тата хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе тивӗҫтеркен центр» муниципалитетӑн хысна учрежденине компьютер юсавсӑрриҫинчен суя документсем тӑратнӑ. Тата хайхи ноутбукпа 7 ҫул усӑ курнине ӗнентерекен хут та унта илсе ҫитернӗ. Компьютера тӗрӗссипе 2014 ҫулта ҫеҫ кӑларнӑ. Унтан хӗрарӑм-пуҫлӑх ноутбука килне илсе кайнӑ. Хаклах та мар япалана хапсӑннӑ хӗрарӑм халӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлемест ӗнтӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ суда ҫитнӗ. Унтисем ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса улталанӑ тесе ирӗкрен хӑтармасӑр 2 ҫуллӑха айӑпламалла тунӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |