Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытнӑй ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗн упӑшкине патшалӑх шучӗпе хваттерлӗ тунӑ. Иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗн е, тен, йӑмӑкӗн-ши (РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнче сестра тесе ҫырнӑ) упӑшки сӳтмелли ҫуртра пурӑннӑ пек суя хутсем хатӗрленӗ. Вӗсене 2013 ҫулта Ҫӗрпӳ район администрацине тӑратнӑ. Ҫавӑн тӑрӑх 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче арҫын 1,3 миллиона яхӑн тӑракан хваттерлӗ пулнӑ. Тепӗр ҫулхи кӑрлачра ӑна вӑл приватизациленӗ. Опытнӑй ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне 2017 ҫулхи раштавра чӑрӑш кастарнӑшӑн та айӑпласшӑн. Пӗр йывӑҫа пула вырӑнти ял тӑрӑхне 12 пин ытла тӑкак кӳнӗ. Тӗпчев пынӑ вӑхӑтра пуҫлӑха ӗҫрен хӑтарнӑ. Пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |