Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.0 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Ҫӗрпӳ райадминистраци пуҫлӑхне хупса хунӑ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 15.06.2018 16:35 | 651 хут пӑхнӑ
Персона
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Павлова ирӗклӗхсӗр хӑварнӑ.

Чӑваш Енӗн прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, райадминистраци пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе тӑватӑ уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса юридици сӑпачӗсен ӗҫ-хӗлне саккунсӑр майпа чӑрмав кӳнӗшӗн, должноҫ полномочийӗсенчен иртнӗшен тата ултавлӑ ӗҫсемпе аппаланнӑшӑн явап тыттарасшӑн.

Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче малтанхи итлев вӑхӑтӗнче Андрей Павлова хупса хума йышӑну. Тӳрен ирӗк илмесӗр килтен тухса ҫӳреме юраман, анчах вӑл йӗркене темиҫе хут та пӑснӑ, ҫавна май суд Павлова ирӗксӗр хӑвармалла тунӑ.

Палӑртмалла, пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче Андрей Павлов хӑйне пӑхӑнса тӑракан тӳре-шарана электроустановкӑсене техника тӗлӗшӗнчен пӑхса тӑмашкӑн алӑ пуснӑ килӗшӳсене пӑрахӑҫлама хушса 10 организацие ҫыру яма хушнӑ. Вӑл вӑхӑтра ҫав предприятисем ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн муниципаллӑ предприятийӗпе тунӑ килӗшӗве тӗпе хурса ӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн пурте «МНФ «Энергосервис» пӗрлӗхпе килӗшӳ ҫырнӑ, унта вара 2008-2011 ҫулсенче Павлов хӑй ӗҫленӗ, директор ҫумӗ пулнӑ. Унӑн хӑтланӑвӗсене пула предприятисем 490 пин тенкӗлӗх тӑкак тӳснине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне 2007 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи раштавччен Павлов строительство материалӗсем туяннӑ тесе суя документсем хатӗрленӗ имӗш, вӗсем тӑрӑх федераци тата республика хыснисенчен 150 ытла пин тенкӗ илнӗ.

#пӑтӑрмахсем, #тӳре-шара, #судсем, #айӑплав, #хысна, #укҫа, #Ҫӗрпӳ районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Приставсем туртса илесрен шикленсе ҫӑмӑл машинине арӑмне парнеленӗ
2018, 04, 03
Судра хирӗҫнӗ ҫынна суд тунӑ
2018, 04, 25
Тӳре хыснари 97 пин тенке йӑкӑртнӑ теҫҫӗ
2018, 05, 04
Сергей Вязовские айӑпласа амнистиленӗ
2018, 05, 18
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхне килти ареста лартнӑ
2018, 05, 21

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org