Чӑваш чӗлхи
![]() Нумаях пулмасть Чӑваш Енре чӑваш чӗлхи урокне вӑйӑ евер ирттерме пуҫласси пирки пӗлтернӗччӗ. Канаш хулинче вара ҫынсен шухӑшне пӗлес тесе алӑ пустарса ҫӳреҫҫӗ. Унти пӗр шкулта ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен чӑваш чӗлхине вӗрентме ирӗк ыйтса алӑ пустараҫҫӗ. Вӗсене ятарлӑ бланк валеҫсе панӑ, унта ашшӗ-амӑшӗ шкул директорӗ ячӗпе ҫырса чӑваш чӗлхине вӗрентме ирӗк парать. Пӗр хӗрарӑм шухӑшӗпе, чӑваш чӗлхине вӑйӑ евӗр ирттерни, уншӑн паллӑ лартманни аванрах. Предмет унӑн ачисене килӗшет-мӗн, ҫавӑнпа вӑл ӑна программӑран пачах кӑларттарасшӑн мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |