Чӑваш чӗлхи
![]() Фестивале хутшӑннӑ вӗрентекенсем урока кӑсӑклӑ ирттерме тӑрӑшнӑ Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче А.Г.Николаев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Калайкасси шкулӗнче районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен V фестивалӗ иртнӗ. Ӑна йӗркелекенӗ — А.М. Степанов вӗрентекен. Кӑҫал та фестивале сӑмах каласа Александр Марсович хӑй уҫнӑ. Пухӑннисене Шатракассинчи тӗп шкулти О.А. Вишнева О.А. вӗрентекен ӗҫри опычӗпе паллаштарнӑ, ӑстаҫӑ урокӗ ирттернӗ. Ытти вӗрентекенсем уҫӑ уроксем тата класс тулашӗнчи ӗҫсем кӑтартнӑ. Ярапайкассинчи вӑтам шкул вӗрентекенӗ А.Г. Димитриева 6-мӗш класс ачисемпе ҫӗнӗ вӗренӳ технологийӗсене тӗпе хурса «Паллӑ ячӗсен ҫӗршывӗнче» вӑйӑ-ӑмӑрту йӗркеленӗ. Мӑн Сӗнтӗр вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем Н.В. Варюхина тата В.В. Сапожникова 7-мӗш, 8-мӗш классемпе «Ҫулталӑк кӗнеки» тата «Атӑл» темӑсемпе уҫӑ уроксем ирттернӗ. 6-мӗш классем Шурча шкулӗн вӗрентекенӗ Н.М. Тюрина ертсе пынипе «Паллӑ ячӗсен тӗнчинче» темӑпа пӗтӗмлетӳ урокӗнче ӗҫленӗ. Сыпайкассинчи шкул вӗрентекенӗ Н.Н. Яковлева «Туслӑх тата чӑн-чӑн тус» класс сехечӗ ирттернӗ. Фестивальте 1-мӗш вырӑн Алевтина Димитриева (Ярапайкассинчи вӑтам шкул), 2-мӗшне Валентина Сапожникова Валентина (Мӑн Сӗнтӗр вӑтам шкул), 3-мӗшне Нина Тюрина Нина (Шурчари тӗп шкул) йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |