Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Айӑплава пурнӑҫа кӗртессмпе ӗҫлекен федераци службин пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Валерий Балан Лапсарта тӑвакан следстви изоляторӗнче пулнӑ. Ҫав учреждение ҫӗнӗрен туса лартнӑ, ӗҫсене вӗҫленӗпе пӗрех. Унта харӑсах пӗр 500 ҫын вырнаҫӗ. Строительство ӗҫӗсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ изоляторӑн ҫуртӗнче канашлу ирттернӗ. Унта пакунлисем йышлӑн хутшӑннӑ: Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Робота, Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин, республикӑн прокурорӗ Василий Пословский, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Софронов, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Анатолий Митин. Лапсартине хута ярсан Шупашкарти К. Иванов урамӗнчи 1648 ҫулта тунине киввине хупӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |