Ял хуҫалӑхӗ
![]() Елчӗксем вырмана хатӗр. Кӑҫал ӗҫе каярах пуҫӑнни, паллах, хуҫалӑхсене пӑшӑрхантарать. Ҫанталӑк лайӑх тӑрсан «Рассвет» хуҫалӑх вырмана тухма палӑртнӑ. Елчӗк районӗнче кӑҫал 40 пин те 122 гектар ҫинче тыр-пул акнӑ. 22 пин гектарӗ – пӗрчӗллӗ тата парҫа йышши культурӑсем. Акнӑ вӑрлӑхӑн 30 яхӑн проценчӗ элитлӑ пулнӑ. Хуҫалӑхсем тухӑҫлӑ тыр-пулӑ туса илсе выльӑх йышне ӳстерме палӑртнӑ. Районта кӑҫалхи ҫур ҫулта мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ 400 ытла пуҫ хушӑннӑ. «Рассвет» вырмана тухма 4 ҫӗнӗ комбайн илнӗ. Техника 7 метр сарлакӑшне илет. Курӑка пӗр е икӗ валпа хӑварать. Хуҫалӑхра 1430 гектар ҫӗр. 610-шӗ ҫинче – тыр-пул. Вӗсем тыр-пула лайӑх пухса кӗртме талпӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре республика хыснине улшӑнусем кӗртнӗ, вӗренӳ тата сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗсене 725 миллион тенкӗ хушса панӑ. Ҫакна ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ. Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне 434 миллион тенкӗ кайӗ. Унран 154 миллионӑшӗ ядерлӑ медицина центрне хута кайнӑ ҫӗре тӑкакланӗ, 107 миллионӑшӗ – эмел туянма, 98 миллионӑшӗ – техника базине ҫирӗплетме. 52 миллион тенкипе ултӑ медучреждение юсӗҫ. Ытти укҫапа медицина хатӗр-хӗтӗрӗ туянӗҫ. Кунсӑр пуҫне Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче ФАП ҫӗклӗҫ. Вӗренӳ тытӑмне 284 миллион тенкӗ кайӗ. 72 миллион тенки – тӳлевсӗр вӗренӳ валли, 107 миллион тенки – пособисемпе кӗнеке туянма. 16,3 миллион тенкине Шупашкарти «Садовый» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче шкул ҫӗкленӗ ҫӗре инвестици хывӗҫ. 37 миллион тенкипе вӗрентекенсен шалӑвне хӑпартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Роспотребнадзор специалисчӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти пляжра шыва кӗме чарнӑ. Унти шыв нормативпа килӗшсе тӑмасть-мӗн. Атӑлти шыва утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тӗрӗслеме илнӗ. Специалистсем унти шыв микробиологи кӑтартӑвӗсемпе нормативпа килӗшсе тӑманнине ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хула ҫыннисене унта шыва кӗме юраманни пирки асӑрхаттарнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр Шупашкарта Атӑл хӗрринчи тӑватӑ пляжри шыва тӗрӗсленӗ. Ун чухне те шыв микробиологи кӑтартӑвӗсемпе нормативпа килӗшсе тӑман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нумаях пулмасть Шупашкарти пӗр пляжра 11 ҫул каялла ҫухалнӑ каччӑпа хӗр виллисене тупнӑ. Вӗсем Атӑлта путнӑ машинӑра пулнӑ. Ҫамрӑксем 2006 ҫулта ҫухалнӑ. ВАЗ-21099 машинӑна ҫыран хӗррине кӑларсан каччӑпа хӗр виллисене тупнӑ. Салонра 25 ҫулти каччӑн паспортне, водитель удостоверенине, машинӑна регистрациленӗ патшалӑх свидетельствине тупнӑ. Хальлӗхе машина мӗнле путни, каччӑпа хӗр мӗнле вилни паллӑ мар. Следовательсем ҫакна тӗпчеҫҫӗ. Машинӑна шывран кӑларнӑ чухне каччӑн ашшӗ-амӑшӗ те пулнӑ. 11 ҫул вӗсем ӑна кӗтсе пурӑннӑ, экстрасенссем патне те кайнӑ. Вӗсенчен пӗри каччӑ хӑйӑрлӑ ҫӗрте шывра выртнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Шупашкар хулинче кивӗ батарейкӑсем пухаҫҫӗ. Халӗ ку акцие республикӑн Культура министерстви те хутшӑннӑ. «Сдай батарейку на утилизацию – спаси нашу планету» (чӑв. Батарейка утилизацие пар — пирӗн планетӑна ҫӑл) акци кил-тӗрӗшри каяша уйрӑм пуҫтарма хӑнӑхтарас тӗллевлӗ. Мероприятие кӑҫал ҫӗршывра йышӑннӑ Экологи ҫулталӑкне халалланӑ. Республикӑра ӑна Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ӗҫӗсен министерстви йӗркеленӗ. Пӳрне евӗр пӗр батарейка 20 тӑваткал метра яхӑн лаптӑка йывӑр металсемпе варалать теҫҫӗ ӑсчахсем. Усӑ курнӑ батарейкӑна Шупашкарта Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртра йышӑнаҫҫӗ. Унта сире те кӗтеҫҫӗ. Вӗсене Челепӗр хулинчи «МЕГАПОЛИСРЕСУРС» предприятие тирпейлеме ӑсатӗҫ тесе пӗлтереҫҫӗ акцие йӗркелекенсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Енри культурӑн паллӑ учрежденийӗсене кӑтартакан паллӑсене автомобиль ҫулӗсем хӗррине вырнаҫтарасси пирки унччентерехех калаҫма пуҫларӗҫ. Ҫак кунсенче ӑна СССР летчик-космонавтне Андриян Николаева халалласа Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта уҫӑ мемориал комплексне каякан паллӑна вырнаҫтарнӑ. Ырӑ пулӑм. Туристсемшӗн меллӗ. Виҫӗ чӗлхепе ҫырнӑ: вырӑсла, чӑвашла, акӑлчанла. Республикӑн Культура министерствинче ун пек тума хӑйсем ыйтнине пӗлтереҫҫӗ. Анчах тӑван чӗлхене юратакан филологсем маршрута кӑтартнинче йӑнӑш тупса та палӑртнӑ. «Космонавтика музейӗ» тес вырӑнне «Космонавтика музейе» ҫырӑнса кайнӑ. Ку йӑнӑша яваплисем асӑрхаса тӳрлетӗҫ-ши — кӑна вӑхӑт кӑтартӗ. Эпир вара сӑнаса тӑрӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Красноармейски районӗн прокурорӗ 42 ҫулти вырӑнти ҫын тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫе саккунлӑ тата ӑна тӗрӗсех пуҫарнине тӗрӗсленӗ. Следстви органӗсем арҫын РФ Пуҫиле кодексӗн 282-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе преступлени тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. вӑл статьяпа курайманлӑх тата хирӗҫ-тӑру ҫуратакансене айӑплаҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫ материалӗсенчен Красноармейски арҫынни 2016 ҫулта компьютерпа усӑ курса хӑйӗн интернет-страницинче тӗрлӗ аци ҫыннисене хирӗҫтерекен видеофайл лартни курӑнать. Специалистсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ҫав видеофайл экстремистла материал шутланать, мӗншӗн тесен тепӗр наци тата урӑх тӗн ҫыннисене курайманлӑх ҫуратать. Уншӑн 300 пинтен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран, пӗр ҫултан пуҫласа 4 ҫул таран ирӗксӗр ӗҫлеттерме, икӗ ҫултан пуҫласа пилӗк ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӗнер Шупашкарти хастар ҫынсем «Ҫӗнтерӳ» паркне илемлетессипе калаҫнӑ. Хальхи вӑхӑтри хула сӑнне улӑштарма йышӑннӑ муниципалитет программи тӑрӑх пулса пыракан ӗҫе Шупашкар хулин Мускав районӗнчи пуҫлӑхсем, «Чувашгражданпроект» архитекторӗ Елена Зелянина, «Чапаевский» юлташлӑх ертӳҫи Андрей Мякишев тата ыттисем тишкернӗ. Елена Зелянина парк тытӑмне упраса хӑварассине пӗлтернӗ. Палӑк патӗнчи тӗп ҫула хӗрлӗ тата сӑрӑ бетон плита хурса тухасшӑн. Тенкелсем, прокат павильонӗсем, мобильлӗ туалетсем лартасшӑн, светильниксене улӑштарасшӑн. Ҫынсен шухӑшне mosk@cap.ru электрон адреспа, ҫырупа (Шупашкар, Мускав проспекчӗ, 33а ҫурт, 109 пӳлӗмре ӗҫ кунӗсенче 8.00-тан 12.00-ччен тата 13.00-рен 17.00-ччен йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Ытларикун, утӑн 25-мӗшӗнче, Тутарстанра ППЭ мӗнле иртнине пӗтӗмлетнӗ. Темиҫе кун маларах Владимир Путин чӗлхесене (сӑмах республикӑсенчи вырӑс мар чӗлхесем пирки пырать) ирӗксӗрлесе вӗрентмелле марри пирки каланӑран кӳршӗре ППЭ мӗнле иртни чылайӑшне кӑсӑклантарнӑ. Сӑмах май, Тутарстанрисем Раҫҫей Президенчӗн сӑмахӗсене хӑйсем ҫине илнӗ, Йошкар-Олара вӑл имӗш шӑп та лӑп тутарсем пирки каланӑ пулать. Аса илтерер, Тутарстанра тутар чӗлхи валли шкулсенче вырӑс чӗлхи валли пекех эрнере 5-шер сехет уйӑрнӑ (пирӗн республикӑрах чӑваш чӗлхин сехечӗсем самай сахалрах). Хӑшӗ-пӗри шухӑшӗпе ҫакӑ вырӑс чӗлхине вӗренме кансӗрлет. Тутарстанри тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх вӗренӳ программинче вӗсем нимӗн те улӑштармӗҫ, малтанхи пекех вӗрентӗҫ. ППЭ пӗтӗмлетӗвӗ те Раҫҫейри вӑтам кӑтартусенчен пӗрре те катӑкрах мар. Сӑмахран, Питӗрти шкул ачисемпе танлаштарсан, лайӑхрах та. Мускаврисенчен вара 0,03 балл кӑна кая юлса пыраҫҫӗ. Ку вара статистикӑри йӑнӑш виҫинчен иртмест. Тутарстанӑн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗ Энгель Фаттахов журналистсене республикӑри вӗренӳ тивӗҫлӗ шайра пыни пирки каласа панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑвашстат кӑҫалхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенчи демографи лару-тӑрӑвне пӗтӗмлетнӗ. Кӑтарту савӑнтараканниех мар. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӑҫал ҫур ҫулта, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 1444 ача сахалрах ҫуралнӑ. Вилекенсен йышӗ вара пысӑкланнӑ. Пӗлтӗрхи кӑтартуран 202 ҫын нумайрах. Ҫапла майпа вилекенсен йышӗ ҫуралакансен хисепӗнчен 18 процент нумайрах пулнӑ. Пирӗн республикӑра ҫынсем ытларах юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсене пула пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — усал шыҫӑ. Ҫавӑн пекех ҫынсем апат ирӗлтерекен, сывлав тытӑмӗсен чирӗсемпе аптӑраса вилеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |