Пӗлтӗр ку тапхӑрта юр ҫунӑччӗ, ирӗлменччӗ. Кӑҫал вара ҫанталӑк ӑшӑрах. Хӗл хӑҫан ларать? Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ?
Чӳк уйӑхӗнчи пӗрремӗш эрне нормӑпа килӗшсе тӑнӑ. Вӑтамран 1 градус сивӗ пулнӑ. Хушӑран юр ҫуса хура ҫӗре шуратать, анчах вӑл кӑштахран ирӗлет. Эппин, хӗл вӑхӑчӗ ҫитмен-ха.
Раҫҫей Гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 10 кунра кӗркуннехи ҫанталӑк пулӗ. Чӳкӗн 8-17-мӗшӗсенче ытти ҫултинчен 3 градус ӑшӑрах пулӗ. Ҫанталӑк юпа уйӑхӗн вӗҫӗнчипе пӗр килӗ.
Чӳк уйӑхӗн 8-10-мӗшӗсенче антициклон килӗ. Ҫак кунсенче юр та, ҫумӑр та ҫумӗ ахӑртнех. Тен, хӗвел тухӗ. Сывлӑш температури 3 градус сивӗрен пуҫласа 2 градус ӑшӑ пулӗ.
Чӳкӗн 13-мӗшӗнчен ҫумӑр пуҫланать, вӑл 3-4 куна пырӗ. Сывлӑш температури 8 градус таран та ӑшӑтӗ. 17-мӗшӗнчен антициклон хуҫаланӗ, 0 градус таран сивӗтӗ. Ҫапах чӳк уйӑхӗ валли ку та ӑшӑ-ха. Синоптиксем хальлӗхе хӗл ларасси пирки каламаҫҫӗ.